Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Елена Сапаркинăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Паян, пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Елена Сапаркинăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем ачасен прависене саккунпа килĕшӳллĕн хӳтĕлес ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Аса илтеретпĕр, регионти ачасен прависене хӳтĕлессипе ĕçлекен Уполномоченнăй пулма Елена Сапаркинăна суйласа лартнăранпа шăпах та паян пĕр уйăх çитрĕ.

Елена Сапаркина хăйĕн сăмахĕнче, республикăри ачасен интерначĕсене çитсе килнине, вĕсен ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра çул çӳрев пирки пĕтĕмлетӳ тăвас ĕç  пынине каланă.  «Пĕтĕмĕшле хаклас пулсан, лару-тăру регионта йĕркеллĕ. Специалистсем çителĕклĕ, пурлăхпа-техника бази пуян, пĕр сăмахпа каласан, специалистсене ĕçлеме условисем пур», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

 Михаил Игнатьев çĕнĕ ертӳçĕне йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, енчен те çемьесем ачасене усрава илсен, вĕсене пĕр хуччен парса тивĕçтерекен пособи 300 пин тенкĕ, е тата ача сусăр пулсан уншăн 375 пин тенкĕ вăхăтра куçнипе куçманнине çирĕп асăрхама каланă.  «Бюджетра çак тăкаксене пĕтĕмпех йышăнса хăварнă. Укçана вăхăтра памалла çемьесене.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене туллин пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче вĕсем интернет хăрушсăрлăхĕ пирки те сăмах пуçарнă. Ачасене усал хыпарсенчен пăрма пĕлмеллине асăрхаттарнă.  Ашшĕ-амăшĕсемсĕр юлнă ачасене хӳтлĕх парас, нумай ачаллă çемьесене витĕм кӳрес ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă.

Фоторепортаж



16 марта 2017
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter