Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхула таможнин Чăваш Енри таможня посчĕн ĕç ушкăнĕпе тĕл пулнă
«Экспортпа-импорт операцийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ чакман, вăл 3,5 процента çити ӳснĕ Чăваш Енре. Кун пек кăтартупа РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики ыттисенчен лайăххипе палăрса тăрать», - тенĕ регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чулхула таможнин Чăваш Енри таможня посчĕн ĕç ушкăнĕпе ирттернĕ тĕлпулура.
Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ регионăн пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, ӳсĕм пуррине палăртнă. Калăпăр, промышленноç производстви 107,6 процент чухлĕ хăпарнă, Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Республики пысăк кăтартупа малти вырăнта тăрать. Пуласлăх пирки калас пулсан та, нимĕн иккĕленмесĕрех палăртма пулать – Чăваш Енре промышленноç производствин калăпăшĕ ниепле те чакмĕ, пушшех те ӳссе пырасси куçкĕретех. Регионта Тракторсем тăвакан завод та вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Унăн витĕмлĕхĕ те экономикăна çирĕплетме пулăшĕ. «Регион экономикин кăтартăвĕсене ӳстерме экспорт потенциалне хăпартса пыни пулăшать. Чăваш Республикин чаплă партнерĕсем - тĕнчери 80 çĕршыври организацисемпе предприятисем. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри - Раççей Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырасси, ӳсĕм динамикине чакарма юрамасть, вĕсене малашне тата та вăйлăрах çирĕплетсе пымалла», - тенĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Таможня посчĕн ĕçченĕсене малашне те ăнăçусем суннă, çитĕнӳсемпе палăрма, экономика хăрушсăрлăхне çирĕплетессипе çине тăрса ĕçлеме каланă.
Чулхула таможня посчĕн пуçлăхĕ Юрий Лушников Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлесе пынăшăн ырласа тав тунă.
Чулхула таможня посчĕн пуçлăхĕн çумĕ – Чăваш Енри таможня посчĕн ертӳçи Игорь Зуев малашне те служба ĕçченĕсем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырассине, тĕнчери суту-илӳ хутшăнăвĕсене тата тулашри экономика çыхăнăвĕсене аталантарассипе, обществăри çирĕплĕхе тивĕçтерессипе, çĕршывăн наци интересĕсене хӳтĕлессипе çыхăннă яваплă тĕллевсене тухăçлăн татса парассине çирĕппĕн каланă.