Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей ШĔМ экономика хăрушсăрлăхĕн службине йĕркелесе янăранпа 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей ШĔМ экономика хăрушсăрлăхĕн службине йĕркелесе янăранпа 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă.
Мероприятинче Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ, генерал-майор Сергей Неяскин хăйĕн докладĕнче, регионти тăнăçлăх службăра ĕçлекенсем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланинчен сахал мар килнине асăннă. Вĕсем патшалăх интересĕсемпе республикăра пурăнакан çынсен прависене хӳтĕлес сферăра хăйсен професси тивĕçне чыслăн та йĕркеллĕн пурнăçласа пынине асăннă.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев усал эрех шĕвеке ултавлă майпа сутма чарас тăратнă ыйтăва тулли тивĕçтерме май килнине каланă. Кăçал кăрлач уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕ таран пĕтĕмпе 40 пин литр усал шĕвеке тупса палăртнине пĕлтернĕ министр. Ыйтусене тĕплĕн татса пама витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тунă Сергей Неяскин. Влаç органĕсемпе яланах вĕсен служби тачă çыхăнура пулнине уйрăммăн палăртса каланă. Ветерансене республика аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнăшăн, регионти экономика хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ырми-канми ĕçленĕшĕн, çитĕнекен ăрăва паха опытпа пулăшнăшăн тав тунă.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, асăннă служба тĕллевсене туллин кирлĕ пек шайра пурнăçласа пынине каланă. Пĕлтĕрхи çул пурĕ 584 коррупци тата экономика енĕпе йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнине палăртнă. Пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлени – регионти экономика аталанăвне вăй илтерсе пынине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Раççейре инвестици илĕртӳллĕхĕн кăтартăвĕпе ытти субъектсем хушшинче Чăваш Республики тăххăрмĕш вырăнтан улттăмĕш вырăна çитни те пурне те хавхалантарать. «Палăртма кăмăллă, паянхи куна регионта предприятисемпе организацисем пысăк технологиллĕ производствăсем хута яраççĕ. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырасси, экономика хăрушсăрлăхне упраса хăварасси», - тенĕ Михаил Игнатьев.