Чăваш Республикипе Удмурт Республики хушшинчи çыхăну анлăланать

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Удмурт Республикинчен килсе çитнĕ сумлă делегаципе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Удмурт  Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Владимир Невоструев йĕркелесе ертсе пынă делегаци йышне депутатсем, культура пайĕнче ĕçлекенсем, вĕренӳпе бизнесра вăй хуракансем кĕнĕ.

 Чаплă мероприятире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев тата Патшалăх Канашĕн тĕрлĕ Комитетсен ертӳçисем пулнă.

  Чи малтанах республика Ертӳçи Михаил Игнатьев сумлă хăнасене чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕшĕн тав тунă. «Эпир субъектсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме яланах хатĕр.  Пирĕн ĕçлĕ çыхăнусем çулран çул лайăхланса вăй илсе пыраççĕ. Эпир пĕр-пĕрин паха опычĕсене ăша хывса вĕренсе пыратпăр, саккунсен йĕркисенче те усă курма тăрăшатпăр», - тенĕ вăл. Удмурт Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Владимир Невоструев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине пĕтĕм кăмăлтан килнине пĕлтернĕ.  Авалтанпах пĕр-пĕрин хушшинчи çирĕп çыхăнăва упраса пынине асăннă. Палăртма кăмăллă, вĕсен тăрăхĕнче Чăваш Енрен виçĕ пин ытла чăваш пурăнать. Наци уявĕсене яланах пĕрле йĕркелесе ирттернине палăртнă.  Депутатсем саккун йĕркисем çинчен те тĕплĕн сӳтсе явнă, пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса ĕçлеме шантарнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов çак тĕлпулу малашнехи ĕçсенче пысăк пулăшу пулассине шанса каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионсене аталантарма май паракан ĕçсем пирки чарăнса тăнă. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсем умне пысăк тĕллевсем лартать. Пирĕн вара вăл ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле.  Халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассшĕн вăй хумалла», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Паян ертӳçĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе Удмурт Республикин Патшалăх Канашĕ хушшинчи  ĕçлĕ çыхăнăва анлăлатассипе  йышăннă килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.  

Фоторепортаж



16 марта 2017
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter