Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Енри влаç органĕсен ертӳçисем республикăри районсемпе хуласене çитсе вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçнă.
Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем: çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси, 2017-мĕш çулта çул-йĕр тирпейлесе сарасси, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, çуркуннехи шыв-шуртан сыхланасси. Тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕç те кун йĕркинче пулнă. Çак палăртнă ыйтусемсĕр пуçне, Интернет çыхăнăвĕнче усал ĕç-пуçа чарас, йĕрке пăсассинчен сыхă тăрас, банк карттисемпе асăрхануллă пулас, «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса ырă ĕçсем тăвасси пирки тĕплĕ калаçусем ирттернĕ. Тĕлпулусенче Наци телекуравĕн çĕнĕ технологийĕсем пирки, спутник урлă хыпарсене халăх патне илсе çитернине ырă хыпара пĕлтернĕ. Чăваш Енре 2017 çулта Наци телекуравĕн çĕнĕ тапхăрĕ вăй илнĕ. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланă, ăна татса пама республика хыснинчен 20 млн тенкĕ уйăрнă. Наци телекуравĕн хыпарĕсене Чăваш Республикинче пурăнакансем патне çĕр процента çити илсе çитерме тĕллев лартнă. 2017-мĕш çулта пуш уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Ен Наци телекуравĕн программисене «Триколор» спутник урлă пăхма пулать.
Çак асăннă кун информаци ушкăнĕсем пĕтĕмпе 370 тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче 10 пине яхăн çын хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемсĕр пуçне, халăха ытти йывăрлăхсем те хумхантарнă. Калăпăр, усал çӳп-çапа вăхăтра тирпейлесе пуçтарманни, Шупашкар районĕнче Кукеç поселокĕнче урамсенче çутă пулманни, медицина пулăшăвĕсем, уйрăм ФАПсенче ятарлă специалистсем фельдшерсем çителĕксĕрри пăшăрхантарнă. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ертӳçĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă. Пурĕ 200 çын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки каласа кăтартнă, вĕсене пурне те республика ертӳлĕхĕ тĕрĕслеве илнĕ.