Василий Пословский кандидатне Чăваш Республикин Прокурорĕ пулма тăратнă ĕç хутне Михаил Игнатьев пăхса тухса килĕшнĕ

 


Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче  регион Ертӳçи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Прокурорĕ пулма кандидата тăратнă Василий Пословскийпе тата Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин Атăлçи федераци округĕнчи управленийĕн пуçлăхĕпе Андрей Юмшановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Василий Пословскийĕн кандидатне прокурор пулма Раççей Федерацийĕн Генеральнăй Прокурорĕ Юрий Чайка сĕннине палăртнă.  «Сирĕн паха ĕç опычĕшĕн, профессионализм шайĕ пысăк пулнăшăн, хăвăра шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, РФ Конституцийĕн 129-мĕш №-лĕ статйипе тата Чăваш Республикин Конституцийĕн 72-мĕш №-лĕ статйине килĕшӳллĕн, РФ Президенчĕ патне тăратма йышăннă ĕç хутне эпĕ пăхса тухса килĕшрĕм», - тесе каланă Михаил Игнатьев Василий Пословскийне.  Куншăн тӳрех Василий Пословский хăйне шаннăшăн тав тунă. Чăваш Республикинче пурăнакансен прависене хӳтĕлеме хатĕррине, саккуна пăхăнса ĕçлесси пирки каланă.  Çĕршыв ертӳлĕхĕ лартакан çирĕп тĕллевсене пĕрле тăрăшса пурнăçласси  çинчен шантарнă.

Фоторепортаж



17 марта 2017
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter