Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Хорев» компани президенчĕпе, Роман Барак докторпа тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Хорев» компани президенчĕпе, Роман Барак докторпа тĕл пулнă, ĕçлĕ çыхăнусене сӳтсе явнă.

Роман Барак «Вĕçĕ хĕррисĕр врачсем» проект пирки каласа кăтартнă, вăл ĕçре Израиль профессорĕсем хутшăннине пĕлтернĕ.   Проектпа килĕшӳллĕн, пациентсене консультацисем параççĕ, сывлăхне анлăн тĕрĕслеççĕ, тĕнчери пысăк çĕнĕ технологисемпе усă курса врачсемпе мастер-классем ирттереççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă проекта регионта пурнăçа кĕртме хатĕр пулнине каланă. 

Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн советникĕ Лев Кураков,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хутшăннă.  

Фоторепортаж



17 марта 2017
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter