Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев SOPRANO Михаил Турецкийĕн хĕрсен вокал ушкăнĕпе тĕл пулнă

 
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев SOPRANO Михаил Турецкийĕн хĕрсен вокал ушкăнĕпе тĕл пулнă.  Тĕлпулăва Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă. Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ юрăç хĕр пикесене регион Ертӳçи ăшшăн кĕтсе илнĕ.   Сăмаха май, Чăваш Енре пĕтĕмпе 128 наци çыннисем пурăннине каланă. Халăхсен йăла-йĕрки пирки, культура аталанăвĕ çинчен кĕскен каласа кăтартнă.  «Чăваш Ен çĕр пин юрă, çĕр пин кĕвĕ, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ шутланать.  Чăваш культури тĕлĕнмелле паха йăла-йĕркепе палăрса тăрать.  Чăваш культури хăйне евӗр, вăл Раççейӗн нумай енлĕ культурин пĕр пайĕ», - тесе каланă вăл.

 Юрăçсем хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн республика Ертӳçине ырласа тав тунă, Чăваш Енĕн тĕп хули таса та илĕртӳллĕ пулнине палăртнă. Хĕр пикесем республикăна тата та килме кăмăл тунине шантарса хăварнă. Юрăçсем проектсене регионти пултарулăх ушкăнĕсемпе пурнăçа кĕртесси пирки  сӳтсе явнă.

Çак кун Михаил Игнатьев вокал ушкăнĕн паха концертне çитсе курнă.

Палăртса хăваратпăр, Михаил Турецкийĕн SOPRANO проекчĕ тĕнчери кирек епле произведенисене те йышăнса кăтартса юрласа пама пултарать. Проекта икĕ çул хушши йĕркеленĕ. Ушкăнра юрлама ирĕк илессишĕн сахал мар çĕршер пике хăйсен вăйне виçнĕ. Конкурса чи пултаруллисем çĕнтернĕ. Хĕрсем сопрано тата меццо хаваспах юрлаççĕ, пĕр сăмахпа каласан çӳлти тата аялти сасăсене нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех халăх патне илсе çитереççĕ. 

Фоторепортаж



17 марта 2017
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter