Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш черетлĕ сессийĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн улттăмĕш черетлĕ сессийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Депутатсем Василий Пословскийне Чăваш Республикин прокурорĕ пулма тăратнă кандидата пăхса тухнă.

  Аса илтерсе хăваратпăр, Василий Пословский маларах Адыгей Республикинче прокурор пулса ĕçленĕ. Паян депутатсен пухăвĕнче унăн кандидатурипе РФ Генеральнăй прокуратурин Атăлçи Федераци округĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Юмшанов паллаштарнă.  Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пулас прокурор прокуратура органĕсенче пĕтĕмпе 30 çул ытла вăй хунă. «Пысăк профессионал, хăйне шанса панă ĕçе яланах тӳрĕ кăмăлпа саккуна пăхăнса ĕçлет,  РФ Прокуратури те унăн ĕçне пысăка хурса хаклать», - тесе каланă Андрей Юмшанов.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикин Прокурорĕ пулма РФ Генеральнăй Прокурорĕ сĕнĕвĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ килĕшсе ĕç хутне çирĕплетет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та документра алă пуснă.  Паянхи сессинче депутатсем пĕр сасăллă пулса кандидатпа килĕшнĕ. Василий Пословский хăйне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Правительство Чăваш Енри право хуралĕн органĕсемпе, федерацин тĕрлĕ службисемпе  тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленине каланă. РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич сĕнĕвĕпе Чăваш Республикине коррупцине хирĕç кĕрешессипе пилотлă регион те йышăннă.  «Коррупципе пĕр хутчен çеç кĕрешсе йĕрке тума май çук. Унпа кулленех ĕçлемелле. Йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, çийĕнчех явап тыттаратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республика тухăçлă ĕçленине тĕрлĕ рейтинг ĕçĕсем те çирĕплетеççĕ.

 Палăртма кăмăллă, республика инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Раççейри 85 регион хушшинче улттăмĕш вырăнта тăрать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен ыйтăвĕсем çине те хурав панă.  Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту та кун йĕркинчех. Михаил Игнатьев хăй пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мускавра  Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн членĕ пулнă май, ертӳçĕ пулса Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Раççей Федерацийĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пурнăçланине тишкерекен комиссин «Авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондне пĕтересси çинчен» ыйтупа йĕркелекен пĕрлехи ларăвне хатĕрлекен ĕç ушкăнĕн пирвайхи ларăвне ирттернĕ.  Палăртса хунă тăрăх, республика çитес вăхăтрах 2017-мĕш çулта граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме федерацирен 300 млн яхăн пулăшу куçасси те паллă.

Фоторепортаж



17 марта 2017
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter