Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ĕçченĕсене саламлани
Чăваш Енĕн халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕсем!
Професси уявĕ ячĕпе чĕререн калакан салам сăмахĕсене йышăнсамăр!
Çак уяв хăйсен ĕçĕпе йăлари пулăшу ĕçĕсен индустрийĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕн ăнăçлă ĕçне тивĕçтерекен мĕнпур çынна пĕрлештерет. Кашни çын, кашни çемье кăмăл-туйăмĕ, ырлăхĕ вĕсем çине тăрса ĕçленинчен нумай килет.
Эсир тăрăшса вăй хунине пула Чăваш Енре инженери системисем, пурнăçа тивĕçтерекен объектсем лайăх тата кал-кал ĕçлеççĕ, йăлари пулăшу ĕçĕсем анлăланаççĕ.
Эпир пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата йăлари пулăшу ĕçĕсен сферинчи тӳрĕ кăмăллă конкуренцие аталантармашкăн меллĕ лару-тăру йĕркелетпĕр.
Пирĕн пĕрлехи тĕллев - мĕн пуррине упрасси, аталантарса пырасси. Чăваш Ен çыннисен хăтлă пурнăç условийĕсене тивĕçтересси.
Сире тӳрĕ кăмăллă ĕçшĕн, яваплăха туйнăшăн тата ĕçе парăннăшăн чунтан тав тăватăп.
Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх тата ĕçре çĕнĕ çитĕнӳсем сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ