Çĕрпӳ районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

 


Çĕрпӳ районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе çыхăннă канашлура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетăн çитĕнĕвĕсене комплекслă пăхса тухса хакланă, малашнехи тапхăр валли лартнă стратегиллĕ тĕллевсем пирки сăмахланă.

 «Çĕрпӳ районĕн лайăх енсем сахал мар.  Харпăр хăй тупăшне пухас ĕç кăтартăвĕпе район республикăри ытти муниципалитетсем хушшинче хисеплĕ иккĕмĕш вырăн йышăнать.  Юлашки çулсенче вак тата вăтам предпринимательлĕх сфери те курăмлă аталанса пырать муниципалитетра. Ял хуçалăх тытăмĕ те кăтартуллă ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çĕр ĕçченĕсем хăйсене ырă енпе, çитĕнӳсемпе кăтартса пыма пĕлеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков докладра муниципалитетăн çитĕнĕвĕсем сахал маррине каланă. Промышленноç производствин калăпăшĕ чылай ӳснине ырă хыпара пĕлтернĕ.   Инвестици проекчĕсем пирки те каласа хăварнă, вĕсене пĕтĕмпех кăçал 2017 çулта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнине асăннă.  Район сĕт-çу комплексне хăпартса лартассишĕн тăрăшать.  Агропарк хута яма палăртнă, хăш-пĕр ял хуçалăх енĕпе çыхăннă производствăсене модернизацилеме те тĕллев лартнă.

«Эпĕ ăнсăртран мар, яланах ыйтусене халăх умĕнче сӳтсе явма ыйтатăп.  Енчен те паха проектсене пурнăçа кĕртсен, муниципалитетăн социаллă экономика аталанăвĕ ырă енне улшăнса пырасси куçкĕретех пулĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитетăн финанс енĕпе лару-тăру аван пулнине çирĕплетсе хăварнă.  Укçа-тенкĕ шкулсем, ФАПсем,  пурăнмалли çуртсем, çул-йĕрсем сарма тăкакланассине палăртнă. Пуласлăхра район республика хыснинчен пулăшăва та тивĕçме пултарасса каланă.  Канашлу ĕçне пухăннисем йывăрлăх кăларса тăратакан социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки сăмах пуçарнă. Калăпăр, районта медицина ĕçченĕсем çителĕксĕр пулни.  Çак ыйтăва халăх кулленех хускатнине пĕлтернĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

«Паянхи пурнăç таппинче çамрăк специалистсене ĕçе яла явăçтарма тĕрлĕ условисем пур.  Район ертӳлĕхĕпе сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн çине тăрса çеç ĕçлемелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Тепĕр пысăк ыйту – тавралăхри çӳп-çапа тирпейлесе пуçтарса пырасси.  Районти икĕ муниципалитетра ыйту çав тери çивĕч тăнине пĕлтернĕ Александр Казаков.

Республика Пуçлăхĕ асăннă ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхне куçран вĕçертме юраманнине асăрхаттарнă. «Çĕрпӳ районĕн пуласлăхĕ пысăк. Ĕçлеме пĕлмелле. Малашне те кăтартуллă çитĕнӳсемпе палăртма сĕнетĕп», - тенĕ вăл.  

 Фоторепортаж



02 марта 2017
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter