Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕрулми – 2017» регионсен хушшинчи курава торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕрулми – 2017» регионсен хушшинчи курава торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Унпа пĕрле палăртнă курава Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, А.Г.Лорх ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Борис Анисимов,  «Юрма» агрохолдинг генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев хутшăннă.

 Мероприяти Шупашкарта «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илӳ центрĕнче иртнĕ. Пурĕ куравра Раççейри 22 регионтан представительсем 86 экспонат хатĕрлесе тăратнă.  Çаксем пĕтĕмпех тĕнче шайĕнче паллă организацисемпе предприятисем. Вĕсем çĕнĕ технологийĕсен витĕмĕсемпе çĕр улмине лартса çитĕнтереççĕ,  вăрлăх хатĕрлеççĕ, имçамлаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, курава РФ ял хуçалăх министерстви тата Раççейри Çĕрулми пĕрлешĕвĕ ирттернине асăннă,  РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕр улмине экспорта ытларах хатĕрлеме каланине аса илнĕ. Ăна пурнăçа кĕртсе, Чăваш Республикинче çĕр улмисен вăрлăхне хатĕрлеме пулăшакан центр хута каяссине те палăртнă.

«Пирĕн хамăрăн тăрăхра çитĕнекен чаплă вăрлăхсемпе ытларах ĕçлемелле. Ку чи кирли. Ют çĕршывсенчен çĕрулмин вăрлăхне илсе килме питĕ хакла кайса ларать. Тӳрех палăртса хăвармалла, 1 кг çĕрулмин хакĕ вăтамран 60-70 тенкĕ. Пирĕн тĕллев - элитлă вăрлăхсен хакне вăраххăн пĕчĕклетсе пырасси. Çĕр ĕçченĕсен ытларах тупăш илмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ыйтăва вырăнтан хускатнине «АСК-Яльчики» ТМЯО çĕнĕ центр хута яни çирĕплетсе парĕ. Енчен те çак объект вăхăтра çĕкленсе ларсан, ют çĕршывсенчен вăрлăх илсе килессине чарса лартма пулĕ.  Инвесторсем кăçал 80 тонна çĕр улми вăрлăхне туянма палăртаççĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне республика Пуçлăхĕ çулсерен тухакан Çырăвĕнче те, кăçал çӳлерех асăннă объектсене хута ямалли çинчен каласа хăварнă.   Курав йĕркелӳçисем мероприятине пынисенчен сахал мар сĕнӳсемпе ырă сăмахсем илтнĕ. Чулхула облаçĕнчен килнĕ фермер Ильхам Мерьякупов, çак мероприятине ятарласа çитнине пĕлтернĕ.

«Пĕлтĕр курава çула май çеç кĕрсе тухнăччĕ, ун чухне те сахал мар хама валли усăллă канашсемпе сĕнӳсем пуçтартăм. Питĕ килĕшрĕ.  Кăçал «çавра сĕтел» калаçусене, наукăпа практика ĕçне те хутшăнма кăмăл пур», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне.

 Шупашкарта пурăнакан Марина Келина кашни çулах курава килсе çӳренине пĕлтернĕ. Хуçалăхра çĕнĕрен те çĕнĕ вăрлăхсемпе пахчана илемлетсе пынине каланă.   

Регион Пуçлăхĕ çĕр ĕçченĕсене, çĕрулмине лартса çитĕнтерессипе вăй хуракансене, ырласа тав тунă. «РФ Ял хуçалăх министерствипе пĕрле аграри пайне аталантарса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелессишĕн тăрăшса ĕçлĕпĕр. Патшалăх енчен ял хуçалăх тытăмне аталантарма 2 млрд 360 млн тенкĕ патнелле пулăшу куçать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăтарту 7 процент пысăкрах.   Çак ĕçсене пĕтĕмпех ял хуçалăх производстви тухăçлă ĕçлесе пытăр тесе йышăнатпăр», - пĕлтернĕ регион Ертӳçи.

Фоторепортаж



02 марта 2017
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter