Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Отделфинстрой» строительство организацине 20 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

 


Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Отделфинстрой» строительство организацине 20 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май, организацире ĕçлекенсем пысăк профессионалсем пулнине, вĕсем çĕклесе пыракан çуртсем пахалăх тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра пулнине, халăх вĕсен ĕçне ырланине асăннă. Паянхи кăткăс та çивĕч тапхăрта та компани хăйсене лайăх енчен кăтартса пама пултарнине каланă вăл.

«Строительсем – кирлĕ ĕç тăвакансем. Пĕтĕм коллектива чун-чĕререн тав сăмахĕсем калатăп. Эпир сирĕнпе пĕрле республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшатпăр. Çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парассишĕн ĕçлетпĕр, халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассишĕн, социаллă инфратытăма çирĕплетессишĕн вăй хуратпăр», - тенĕ сăмаха малалла тăсса.  Республика Пуçлăхĕ строительство пайне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерни пирки те сăмах пуçарнă, малашне те тĕрлĕ программăсене хутшăнма сĕннĕ.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕсене уйăрас ĕç кулленех кирлĕ пек шайра пулса пырать. «Отделфинстрой» ТМЯО директорĕ Александр Черкунов хăйĕн сăмахĕнче строительство компанийĕ 1997 çулта ĕçлеме пуçланине пĕлтернĕ. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 350 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр çавăрнине асăннă. Сăмаха май, вăл тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыни пирки те чарăнса тăнă, организацийĕн çитĕнĕвĕсем çинчен те каланă. Ĕç ушкăнне тăрăшуллă ĕçленĕшĕн тав тунă. 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов ĕçлекенсене ырлăх-сывлăх, телей ĕçре малашне те çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыма сĕннĕ.

 Уява пухăннисене çакăн пекех Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева саламланă, пуçаруллă ĕçленĕшĕн ырланă. Мероприятире ертӳçĕсем хисепе тивĕçнисене наградăсем парса чысланă.  

Фоторепортаж



02 марта 2017
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter