Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мурманск облаçĕн Губернаторĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Тюкавинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мурманск облаçĕн Губернаторĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Тюкавинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче икĕ субъектăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Регионсене мĕн авалтан пынă çирĕп туслăх пĕрлештерсе тăнине асăннă вĕсем. 

Чи малтан Мурманск йĕркеленсе кайсан, вĕсен тăрăхĕнче Чăваш Енрен 8 представитель пурăннă. «Палăртма кăмăллă, хальхи вăхăтра Мурманскра 4 пине яхăн чăваш пурăнать.  Наци культурин йăли-йĕркине те вĕсем çирĕп пăхăнаççĕ, экономика тĕлĕшĕнчен те пĕр-пĕринчен вĕренсе пыраççĕ», - тенĕ Алексей Тюкавин.

«Пирĕншĕн чи пахи – Чăваш Ен халăхĕ сирĕн патăрта хăйсене килти пек туйни.  Куншăн регион Ертӳçине пысăк тав. Регионсене аталантарса пырассипе те пĕрне пĕри пулăшатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Алексей Тюкавин Михаил Игнатьева чӳк уйăхĕнче иртекен Халăхсем хушшинчи ĕç эрнине йыхравланă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем суту-илӳ, культура пайĕнче тачă çыхăнса ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. «Килĕшӳ хучĕ икĕ регион хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва тата та анлăлатать. Чăваш Республики калăпласа кăларакан таварсем пире кăсăклантараççĕ. Сирĕн тăрăхра электротехника кластерĕ вăйлă аталаннă, пирĕн  сирĕнтен вĕренмелли сахал мар», - тенĕ Алексей Тюкавин.

«Пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса, ĕçре пурнăçа кĕртни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Ку хутĕнче ертӳçĕсем культура пайĕн ыйтăвĕсене те тишкернĕ. Мурманскра «Чăваш Ен» ятлă общество пур.  Вĕсем час-часах хăйсен концерчĕсемпе халăха савăнтараççĕ. «Пирĕн облаçре «Чăваш Ен» текен общество ыттисемпе танлаштарсан питĕ активлă ĕçлет.  Йăла-йркене çирĕп тытса пырать.  Пĕр-пĕринпе халăх туслă пурăнтăр тесе сахал мар вăй хурать», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Алексей Тюкавин.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен Правительстви тачă çыхăнса ĕçлеме яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ.  Палăртса хăваратпăр, пĕтĕмпе Чăваш Республики Раççейри регионсемпе килĕшсе ĕçлемелли 43 ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.

 Фоторепортаж



20 марта 2017
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter