Чăваш Енрен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă сумлă делегаци Мурманск облаçĕнче пулнă

 Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енрен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă сумлă делегаци Мурманск облаçĕнче пулнă.  Унта вĕсем çар мухтавĕн тĕп хулинче Полярныйĕнче – Мурманск облаçĕн Çурçĕр флочĕн тĕп çар базине çитсе курнă.   Александр Пешков, Чăваш Енрен килнисем  - чăн-чăн тава тивĕçлĕ моряксем тесе мухтать. «Паянхи куна илес пулсан, Чăваш Енрен сахал мар ачасем çар ретĕнче пирĕн тăрăхра, çар тивĕçĕсене кирлĕ пек шайра пурнăçлаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев витĕмлĕхĕпе Мурманск облаçĕнче çĕр ытла салтак çар ретĕнче тăрать. Çар карапĕ «Ядрин» пур», - тесе пĕлтернĕ Александр Пешков.


Полярныйĕнче Михаил Игнатьев «Ядрин» тральщик çинче службăра тăракансемпе тĕл пулна.  «Экипаж республикăран килнĕ ертӳçĕсемшĕн питĕ хавас. Вĕсемшĕн чаплă пулăм шутланать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн патна килни, тата та лайăхрах ĕçлеме, хушма вăй-хăват кӳрет. Чи хаклă парне – атте-аннесем каланă пиле пирĕн патне илсе çитерни, видиосюжет хавхалантарать.  Ку çав тери хаклă парне пирĕншĕн», - тенĕ Сергей Тимофеев.

«Çакăн пек тачă çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисен пĕлтерĕшĕ ӳссе пырать.  Чăваш Республикин Правительстви малашне те çар ретĕнче тăракан салтаксемпе тачă çыхăнма хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Кольский флочĕн Хĕрлĕ ялавлă çурçĕр флочĕн командующийĕпе Олег Голубев вице-адмиралпа çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  «Чăваш Республикин шанчăклă та çирĕп юлташ Кольский флочĕ пур. Чăваш Енрен килнĕ салтаксем çар ретĕнче ыттисенчен хастарлăхпа, хăюлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Вĕсен авторитечĕ те пысăк.   Эпир малашне те сирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕр.  Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре витĕм кӳме пирĕн салтаксен сирĕн тăрăха, Чăваш Республикине пырса кайма та ирĕк пур.  Çак ĕçсене пĕтĕмпех йышăннă программăпа килĕшӳллĕн пурнăçлăпăр», - тенĕ командующий.

 Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Моряксен кунĕ, ăна асăнса республикăран кайнă делегаци тата Кольский флотилин тытăмĕ, муниципалитет ертӳлĕхĕ пуçне хунă моряк-салтаксене асăнса палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

 Фоторепортаж



20 марта 2017
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter