Раççей Федерацине Крым кĕнĕренпе кăçал виçĕ çул çитрĕ. «Эпир - пĕрле!» ятлă хаваслă митинга, уяв концертне Чăваш Енре пурăнакан 5 пин ытла çын хутшăннă

Раççей Федерацине Крым кĕнĕренпе кăçал виçĕ çул çитрĕ. «Эпир - пĕрле!» ятлă хаваслă митинга, уяв концертне Чăваш Енре пурăнакан 5 пин ытла çын хутшăннă.  

Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ чаплă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ, обществăлла организацисем, тĕрлĕ партисен представителĕсем, социаллă сферăра вăй хуракансем, студентсем, пенсионерсем, пĕр сăмахпа каласан мĕнпур халăх хапăл тусах уява пуçтарăннă.

 «Пирĕн пата виçĕ çул каялла «Çурхи Крым» килсе çитрĕ.  Историри чăнлăха çирĕплетсе пачĕ.  Пирĕн хăватлă истори.  Йăла-йĕрке пуян. Пуласлăх пысăк. Эпир унпа мăнаçланма пултаратпăр», - тенĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче мероприятине пухăннисене саламланă´май.   

Чăваш Республикин Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков хăйĕн саламĕнче Крым пирĕн мăнаçлăх пулнине палăртнă. «Раççей Правительствипе пĕрле эпир пурте тăрăшса Крым халăхне йывăр вăхăтра пулăшу патăмăр. РФ Президенчĕ Владимир Путин та çак ĕçе пысăк витĕм кӳчĕ. Паян Раççейе никам та парăнтараймĕ», - тенĕ вăл.    

Тăватă хуччен Олимп чемпионĕ ята тивĕçнĕ легендарлă биатлонист Александр Тихонов  хăйĕн сăмахĕнче, республика спорт çитĕнĕвĕсемпе тĕнче шайĕнче чапа тухнине асăннă. Татьяна Акимовăн çитĕнĕвĕсем пирки тепĕр хут савăнса пĕлтернĕ. «Паян çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв.  Крым Раççейпе пĕрле. Тĕрлĕ халăхлă никама парăнман çĕршыв пулса тăчĕ Раççей!»,- тенĕ вăл. 

Фоторепортаж



20 марта 2017
07:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter