Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ ĕçлĕ канашлура регионта анлă Интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтересси пирки, «Ростелеком» ПАО «Атăл» макрорегионсен филиалĕн вице-президенчĕпе Дмитрий Проскурапа тĕплĕн сӳтсе явнă

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ ĕçлĕ канашлура регионта анлă Интернет çыхăнăвĕпе тивĕçтересси пирки, «Ростелеком» ПАО «Атăл» макрорегионсен филиалĕн вице-президенчĕпе Дмитрий Проскурапа тĕплĕн сӳтсе явнă.   Чăваш Республикинче патшалăх программи анлăн пурнăçланнăшăн, ертӳçĕне Михаил Игнатьев тав тунă. 2017 çулта Шупашкар районĕнче çыхăну линийĕсене 217,4 çухрăм чухлĕ сарма палăртнă.  Чăваш Республикинче пĕтĕмпе çак ĕçсене пурнăçа кĕртме 250 млн палăртса хунă. 

  Лартнă тĕллевсене пурнăçлама влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк витĕм кӳнине асăннă Дмитрий Проскура. Ытти проектсем пирки те сăмах пуçарнă. Калăпăр, автомашина çулĕсем çинче йывăр таварсем тиенĕ машинăсене тĕрĕслев витĕр кăларма май паракан тытăма ĕçе кĕртесси.  Енчен те çакă пурнăçа кĕрсен, республика хыснине штрафсенчен çулталăкне 500 млн ытла укçа куçасси те куçкĕретех пулĕ.

Палăртса хăваратпăр, кун йышши проекта Чулхулара пурнăçланă. «Тăкак çулталăкранах каялла саплашăнать. Проекта хамăр шутранах пурнăçа кĕртме эпир хатĕр», - тенĕ Дмитрий Проскура.   

Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Иванов докладра регионта пĕтĕмпе виçĕ стационарлă пост хута яма тĕллев лартнине пĕлтернĕ, вĕсенчен кашни объекчĕ 150 млн кайса ларассине асăннă.  «Йывăр тиенĕ машинăсене чарма меллĕ пулĕ.  Çул-йĕр фондне укçа тултарма аван.  Вăхăтра укçасене куçарса пырсан, çул-йĕре тирпейлесе тăма та меллĕ», - тенĕ министр.

Дмитрий Проскура тепĕр проект пирки те каласа кăтартнă, ăна ЖКХ тытăмĕнче ĕçлеттерсе пăхасшăн вĕсем.   Пурăнмалли çурт-йĕрсенчен счетчик кăтартăвĕсене пĕлсе тăмалли тепĕр мел тăвасшăн. «Çак ĕç те хăйĕн тăкакне саплаштарама ирĕк парать. Управляющий компанийĕсемшĕн те, хваттер хуçисемшĕн те питĕ усăллă пулĕ. «Ростелеком» специалисчĕсем ятарлă хатĕрсене вырнаçтарма пултараççĕ.  Кун пек технологи халăхăн ĕçне тата та çăмăллатĕ», - тенĕ вăл.

 «Проектсене пурнăçа кĕртни - ЖКХ, строительство, электроэнерги пайĕсемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Сывлăх сыхлавĕнче те тĕрлĕ майсене пурнăçа кĕртсе пыма меллĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Вăл асăннă компанине тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.

Фоторепортаж



20 марта 2017
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter