Чăваш Енре çурт-йĕр строительство пайĕнче лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ аталанса пырать

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ çурт-йĕр строительствинчи лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явнă. Çакăн пекех пая кĕрсе строительство ĕçне пурнăçланине те тĕплĕн тишкернĕ. 

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче, çурт-йĕрсем хута ярас ĕç пĕлтĕрхи кăтартуран чакмассине палăртнă. Планпа килĕшӳллĕн, 2017-мĕш çулта  пĕтĕмпе 630 тăваткал метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр таврашне  хăпартса лартма тĕллев лартнă.  Пая кĕрсе строительство ĕçне пурнăçлакансем те регионта сахал мар, пĕтĕмпе 114 объект шутланать, вĕсенче пурĕ 76 организаци вăй хурать.  Кун пек тĕслĕхсем ытларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта.

 Йывăрлăх кăларса тăратакан объект та пур. Вăл Шупашкарти 9-мĕш Пятилетка урамĕнчи 3 позицире 130 хваттерлĕ çурт.  Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, халĕ объект çинче ĕçсем  хĕрӳ пыраççĕ.  Тавралăха тирпей-илем кӳртессипе те аванах ĕçлеççĕ. «Ака уйăхĕнче хваттерсене çынсене куçарма палăртса хунă», - тенĕ Владимир Михайлов.

 «Мĕнпур ĕçсене йĕркелесе пуçлама вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче ĕçлекенсем ирĕк параççĕ.  Ыйтусене вăхăтра тата çивĕч тĕрĕслесе тăмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Влаçра ĕçлекенсен айăккинчен сăнаса тăмалла мар, ĕçе çивĕч тĕрĕслемелле. Тахçан пулнă пек кăлтăксем регионта пая кĕрсе улталанса юлнă çынсем  пачах та пулмалла мар.  2010-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ кун пек тĕслĕхсене 794 çынна шута илнĕ. 

Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Ен Правительстви халăх çурт-йĕрлĕ пултăр тесе сахал мар ĕçленĕ.  Палăртма кăмăллă, улталанса юлнисене пĕтĕмпех çĕнĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Çурт-йĕр строительствине пуçлама çĕр ыйтăвĕсене татса парассипе Чăваш Енре кулленех хĕрӳ ĕçлеççĕ. Аса илтерсе хăваратпăр, строительство пайне аталанса пыма çĕрсемпе пиллĕк çуллăха тивĕçтернĕ. Строительсен ĕçлемеллĕх пур-ха.



20 марта 2017
13:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter