Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн усăлăх индексне палăртнă, Чăваш Республики Раççейре пиллĕкмĕш вырăна тухнă

Раççей сывлăх сыхлавĕн управленийĕпе йĕркелĕвĕн аслă шкулĕ рыноксенчи сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн усăлăх индексне палăртнă. Асăннă рейтингра Росстатăн 2015 çулта палăртнă чи пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕсемпе усă курса пĕтĕмлетнĕ. Çавăн пекех регионта туса илекен апат-çимĕç çын пуçне мĕн чухлĕ сутăннине те шута илнĕ.  РФ 85 субъекчĕ хушшинчне Чăваш Республики пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Сăмах май, 2013-мĕнш çулхипе танлаштарсан, Чăваш Республики хальхинче виçĕ пункт лайăхланнă. Малтан саккăрмĕш вырăнта çеç пулнă.  Атăлçи федераци регионĕсене уйрăммăн палăртас пулсан, пирĕн республика иккĕмĕш вырăнта тăрать.  



21 марта 2017
07:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter