Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура «Чăвашавтотранс» ГУП лару-тăрăвне çивĕч сӳтсе явнă

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Правительство членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлура «Чăвашавтотранс» ГУП лару-тăрăвне çивĕч сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче РФ субъекчĕсем хушшинчи ĕç рынокне пăхса тăракан ятарлă ушкăнĕн ларăвне хутшăннине аса илнĕ. Ăна РФ ĕçлев Министрĕ Максим Топилин йĕркелесе ертсе пынине палăртнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – «Чăвашавтотранс» ГУП ĕçлекенсене вăхăтра шалу укçипе тивĕçтересси пулнă.

 Аса илтерсе хăваратпăр, йывăр лару-тăру предприятийĕн малтанхи ертӳçи хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа тухăçлă ĕçлеменнишĕн пулнă. Калăпăр, организацире ĕçлекенсене вăхăтра укçа-тенкĕпе тивĕçтереймен, анчах та предприятийĕн ертӳлĕхĕ транспортсене тата водительсене аренда шучĕпе ют организацирен укçан илнĕ.  Тата çитменнине, вĕсене вăхăтра укçапа тивĕçтерни куçкĕретех, аванспа тивĕçтерни те паллă. Çитменлĕхсене, кăлтăксене пĕтĕмпех пĕтермелле.  Ĕç укçин парăмне пĕтерме, паянхи куна ятарлă ĕç планне те йышăннă.  Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пĕлтернĕ.  Кăçал çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕç укçин парăмне пĕтĕмпех халăха парса татмалла тесе тĕллев лартнă вăл.

 Асăнса хăвармалла, организацийĕн парăмĕ льготăллă категорире тăракан граждансене ытларах транспортпа илсе çӳренĕшĕн пухăнса кайнă. «Республика хыснинчен субсиди мелĕпе пулăшу куçарса панипе кăна лару-тăрăва уçăмлатма хĕн.  Пĕлтĕр çĕршер миллион куçарса панă, анчах та йывăрлăха татса пĕтереймен.  Паянхи куна ыйтăва комплекслă пăхса тухни вырăнлă.  Предприятийĕн пурлăхпа техника базине оптимизацилемелле», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти  троллейбуссен управленийĕсен лару-тăрăвне те тишкернĕ.  Ыйтусене çивĕч тĕрĕслеве илме хушнă, малашне кун пек кăлтăксем тума юраманнине асăрхаттарса хăварнă республика Ертӳçи.



21 марта 2017
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter