Питтукасси свалкине рекультивацилеме 122,5 млн уйăрĕç

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна ку хутĕнче Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.

  Шупашкарти усал çӳп-çапа тирпейлесе пуçтармалли  объекта РФ патшалăх программипе килĕшӳллĕн, «Таса çĕршыв»  Приоритетлă проектăн хушма планне кĕрсе хута янă.  Объектсене çĕршывра 2012-2020-мĕш çулсенче федераци пулăшăвĕпе хăпартса пыраççĕ.  Проекта витĕм кӳрсе пыма федераци хыснинчен  113,9 млн пăхса хăварнă.  Чăваш Республикин Резерв фондĕнчен субсиди мелĕпе 5 млн тенкĕ уйăрнă.  Укçа-тенкĕ пĕтĕмпех Чăваш Республикин тĕп хулин бюджетне куçать. (Пихтулинский) Питтукасси свалкăн проектне 2022-мĕш çулччен пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă.

 «Ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кашни ĕçе планпа килĕшӳллĕн пурнăçламалла», - тенĕ Шупашкар хула администрацине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Иван Моторин.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре экологи ыйтăвне туллин пурнăçлаççĕ. Регионта çӳп-çапа, тĕрлĕ усал хытă каяшсене тирпейлесе пуçтармалли ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Тĕп объектсем Çĕнĕ Шупашкарта тата Чăваш Енĕн тĕп хулинче вырнаçнă.

2017-мĕш çулта икĕ пысăк объект хута яма палăртнă, вĕсенчен пĕри – Канашра, тепри Çĕмĕрле районĕнче пулĕ. Çав шутра — Шупашкарти йăлари хытă каяшсен свалкин рекультивацийĕ, Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан биологи сооруженийĕсен виççĕмĕш черечĕн иккĕмĕш тапхăрĕн строительстви, Канашра тата Çĕмĕрле районĕнче каяшсене тиесе ăсатакан икĕ станци тăвасси. Шывсене упрассипе те сахал мар тăрăшаççĕ.  Çакăн пек пысăк проектсене пурнăçа кĕртнĕшĕн, Раççей Федерацинче ытти субъектсем хушшинче Чăваш Республики  чи лайăх ĕçлекен пиллĕк регион шутĕнче тăрать.  



22 марта 2017
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter