Мускавра «СКОЛКОВО» управлени шкулĕнче эксперт пулса Михаил Игнатьев доклад тунă

 


Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «СКОЛКОВО» шкулăн Президенчĕ  Андрей Шаранов йыхравĕпе, ятарлă професси пĕлĕвне илекен ертӳçĕсем умĕнче эксперт шучĕпе «Чи лайăх ĕçсем. Чăваш Республикин паха опычĕ» темăпа доклад тунă.

 Чи малтанах Андрей Шаронов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçленĕшĕн, кадрсене хатĕрлес  енĕпе йышăннă программăн ĕçне пысăк витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

  Чăваш Енĕн Правительствин тĕп тĕллевĕсем – монохуласене аталантарса пырасси   тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăваратпăр, пирĕн республикăра пиллĕк монохула. Вĕсем: Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар.   Муниципалитетсен экономикине çĕклес ыйтăва çичĕ çул каяллах пуçланă пулнă. 2010-2011-мĕш çулсенче РФ Правительстви кризиса хирĕç кĕрешессипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, регионти икĕ хулана – Улатăра тата Çĕнĕ Шупашкара патшалăх пулăшăвне федераци хыснинчен тивĕçтернĕ.   

«Финанс пулăшăвне кура, çак хуласенче социаллă пурнăçпа экономика вăй илсе кайрĕ.  Пысăк технологиллĕ производствăсем çĕкленчĕç, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленчĕç,  пĕр сăмахпа каласан - бизнес сфери аталанать, мĕншĕн тесен вĕсене валли кирлĕ пек условисем çителĕклĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Каласа хăвармалла, Раççейĕпе пĕртен пĕр завод Çĕнĕ Шупашкарта «Хевел» ТМЯО, вăл хĕвел модулĕсене калăплассипе ĕçлет. Республикăра строительство пайĕнче ĕçлеме хамăр тăрăхрах кирлĕ пек ятарлă хатĕрсем калăпланаççĕ. Регион тулашĕнчи субъектсем те пирĕн таварсене хапăл тусах йышăнаççĕ.

Монохуласене аталантарассипе ĕçлекен фондпа 2016-мĕш çулта килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.  Канаш хулинче тата та çĕнĕ объектсем хута яма палăртнă. Халăх валли 1500 ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ. 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аудиторине пухăннă çынсен нумай ыйтăвĕсем çине хурав панă.  Итлекенсене, паллах, бизнес аталанăвĕ ыйту кăсăклантарнă. Регионта ку енĕпе лару-тăру мĕнле пулни çинчен Пуçлăхран ыйтса пĕлнĕ.  Чăваш Енри индустри паркĕсем пирки те ыйтса пĕлнĕ итлекенсем. Михаил Игнатьев регионта предпринимательсене тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕсем çинчен каласа кăтартнă, импорта улăштарассипе сахал мар организацисем, хăйсен производствисене çĕнетсе таварсен калăпăшне ӳстерсе пынине пĕлтернĕ.

 Мероприятине пухăннисем Чăваш Республикин тĕп хули илемлĕ те таса, илĕртӳллĕ пулнине каланă. Ялсемпе хуласенче çак ыйтăва мĕнле татса пама май килнине ыйтса пĕлнĕ Пуçлăхран.

 Ульяновск хулинче пурăнакан Владимир Дмитриев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен инновацилле проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе Раççейре малта пыракан регион тесе аса илнĕ.  Промышленноç куçкĕретех  çирĕп ура çинче тăнине каланă. Мĕншĕн-ха республика Пуçлăхĕ бизнес тытăмне çав тери пысăк витĕм кӳрет тесе ыйтнă.

 Хуравĕ те тӳрех пулнă.

«Экономика пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлесен тин вăй илме пултарать. Бизнеса импорта улăштарма май паракан проектсене пурнăçа кĕртме условисем йĕркелемелле», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, кăçал республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев промышленноç тата инвестици ĕç-хĕлне аталантарма май паракан фонд пирки Указ алă пусса çирĕплетнĕ, ăна валли 1,5 млрд уйăрнă.  Раççей Минпромторгĕ Координаци канашне кăçал кăрлач уйăхĕнче Шупашкарта ирттернĕ.   Раççей суту-илӳ промышленноç Министрĕ Денис Мантуров Чăваш Республикине ун чухне регионăн фондне чи нумай укçа уйăракан субъект тесе палăртнă пулнă.

  Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «СКОЛКОВО» Мускаври управлени шкулĕ хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне 2014-мĕш çулта çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче  Михаил Игнатьев тата «СКОЛКОВО» управлени шкулĕн ректорĕ алă пуснă. Управлени шкулĕ Чăваш Республики валли квалификациллĕ кадрсем хатĕрлет.  «Сколково» Фонд Стартап Тур проект ĕçне те витĕм кӳрет. Кăçал пуш уйăхĕн 2-3-мĕш кунĕсенче Альметьевăра çак мероприятисене Чăваш Енрен 30 çын ытла хутшăнма кăмăл тунă. Индустри трекĕнче  Сергей Семенов хатĕрленĕ проект чаплă пулнă, иккĕмĕш вырăна, информаци технологи енĕпе вара Гаврилов Евгений проекчĕ финала тухнă.  

 Хальхи вăхăтра «СКОЛКОВО» резиденчĕсем çаксем шутланаççĕ: «Кастор Системс» ТМЯО, «Теплориум» ТМЯО, «Композит Электро» ТМЯО тата «Ангио Лаб»  ТМЯО.  2013-мĕш çулта «Сколково шкулĕ» Ассоциацин пайташĕ пулма Шупашкарти 5№-лĕ шкула çирĕплетнĕ.   

Фоторепортаж



22 марта 2017
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter