Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Суту-илӳпе промышленноç палатин Правленийĕн ларăвне хутшăннă

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Суту-илӳпе промышленноç палатин Правленийĕн ларăвне хутшăннă.

 Ĕçе пухăннисем Чăваш Республикинчи, Буряти Республикинчи тата Курскпа Волгоград хулисенчи Суту-илӳпе промышленноç палатисем вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх программисемпе пулăшусемпе тивĕçтерес ĕçе еплерех витĕм кӳрсе пынипе тĕплĕн паллашнă.  Ертӳçĕсем Раççей субъекчĕсенчи  вак тата вăтам предпринимательĕхе патшалăх пулăшăвĕ, бизнес тытăмĕнчи Суту-илӳпе промышленноç палатин витĕмлĕхĕ çинчен сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче, регионта влаç органĕсемпе бизнес  пайĕ конструктивлă çыхăну тытса пынине пĕлтернĕ.  Чăваш Енри Суту-илӳ промышленноç палати предпринимательсен пĕрлешĕвне пысăк пулăшу панине каланă, ĕç климатне лайăхлатас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннăшăн, пуçаруллă шухăшсене пурнăçа кĕртнĕшĕн ТПП пайташĕсене тав тунă.

«Эпир çынсем çине инвестици хыватпăр. Кадрсен потенциалне ӳстерсе пыратпăр. Предпринимательсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр.  Ăнсăртран мар пулĕ, Наци рейтингĕнче инвестици климачĕн ĕç кăтартăвĕсемпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ улттăмĕш вырăна тухнă. Бизнесра ĕçлекенсем влаçри çынсене ĕненеççĕ, вĕсен шанăçĕ çулран çул ӳссе пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Палăртса хăваратпăр, республикăра тин çеç предпринимательлĕх тытăмне ĕçе кӳлĕннисене, патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Вăхăтра тĕрĕс канашсемпе сĕнӳсемпе пулăшаççĕ, нормативлă право йĕркине те тĕплĕн ăнлантарса параççĕ, бизнес-проектсем хатĕрлеме витĕм кӳреççĕ тата ытти те.    

Паянхи куна Чăваш Республикин  бизнесĕ республикăра пурăнакансенчен пĕрре виçĕмĕш пайне ĕçпе тивĕçтерет, налуксене вăхăтра Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснине тултарса пырать, мĕнпур тупăшран вĕсен пайĕ 12 процент шутланать.

«2016-мĕш çулта республикăри предпринимательсем пурĕ 2,6 млрд патшалăх пулăшăвне илнĕ. Тĕнчери йывăрлăхсене пăхмасăрах, вĕсене тивĕçтерекен пулăшăвăн калăпăшĕ чакса пыманни те куçкĕретех», - тенĕ регион Ертӳçи. 

Палăртма кăмăллă, республикăри тăватă компани субъектсенчи предпринимательсене çăмăллăх кредичĕсемпе пулăшас тесе йышăннă программăна кĕрсе юлнă. Корпорацине тата та Чăваш Енри организацисем 32 проект хатĕрлесе тăратнă. Пулăшусемпе ытларах монохуласенче ĕçлекен предприятисем усă кураççĕ. Муниципалитетсенче социаллă пурнăçпа экономика çирĕпленсе пырать, халăх вали ĕç вырăнĕ йĕркеленет.

«Паян монохуласене ĕçлеме инвесторсем хамăрăн çĕршывран çеç мар, ют çĕршывсенчен те килеççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительствине пулăшу панăшăн пысăк тав»,- тенĕ вăл.

 Ĕçĕн производствине ӳстерсе пырасси патшалăхăн тĕп тĕллевĕ пулса тăнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Тĕрлĕ ыйтусене татса пама кăçалхи çул регионта промышленноç аталанăвĕпе инвестици ĕç –хĕлне лайăхлатма пулăшакан Фонд йĕркеленине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, промышленноç таварĕн калăпăшне ӳстерсе импорта улăштарма пĕтĕмпе 1,5 млрд укçа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.  Çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме те пысăк тĕллевсем лартнă. Чăваш Республикинче пĕлтерĕшлĕ икĕ проект пурнăçланать, индустри паркĕсем вăй илĕç. 1998 çултан пуçласа Чăваш Республикинчи Суту-илӳпе промышленноç палати республикăри Министрсен Кабинечĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.   Регионти влаç органĕсемпе тата тĕрĕслевпе асăрхав службисемпе тачă ĕçлеме килĕшӳсем йышăннă. Чăваш Республикинчи Суту-илӳпе промышленноç палатин пайташĕсем регионти тĕрлĕ комиссисен ĕçĕсене кулленех хутшăннине палăртнă Михаил Игнатьев. Пĕтĕмпе вĕсем Правительствăн 30 комиссине хутшăнаççĕ, нумай ыйтусене татса парас ĕçе витĕм кӳреççĕ.   Республикăра вак тата вăтам бизнеса сахал мар пулăшу куçать, вĕсене валли кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрленĕ. Предпринимательлĕх тытăмĕ пирĕн субъектра ăнăçлă аталанать тесе пĕтĕмлетнĕ ларăва пухăнисем.

Фоторепортаж



23 марта 2017
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter