Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ – Шалти политика Управленийĕн пуçлăхĕ пулма Николай Каргина уйăрса лартни пирки калакан хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ
Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин пĕрремĕш çумĕ – Шалти политика Управленийĕн пуçлăхĕ пулма Николай Каргина уйăрса лартни пирки калакан Хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ.
Аса илтеретпĕр, Николай Каргин Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче 2003-2014-мĕш çулсенче ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшуçи те пулса тăрăшнă, республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Паянхи кунччен хула администрацийĕнче йĕркелӳпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ пулса вăй хунă.
Паян тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Администрацийĕнчи шалти политика Управленийĕн пĕлтерĕшлĕ пысăк пулнине, çĕнĕ ертӳçĕне обществăлла организацисемпе, тĕрлĕ политика партийĕсемпе тухăçлă ĕçлесе пыма чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.