Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техника тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертӳçи пулма Сергей Вязовскийне уйăрса лартни çинчен калакан Указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ

 


Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче  Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техника тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн ертӳçи пулма Сергей Вязовскийне уйăрса лартни çинчен калакан указа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ.   

«Эсир влаç органĕсенче сахал мар çул тăрăшнă. Администрацийĕнче ĕçлесе паха опыт пуçтарнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

 Лартнă тĕллевсене туллин пурнăçламалла хушнă.  «Техтĕрĕслев тухман, машинăсем, тракторсем сахал мар, вĕсене пула çулсем çинче кăлтăксем пулаççĕ, çынсем аварине лекеççĕ.  Сезонра та уй-хирте ĕçлемелли пур-ха. Мĕнпур техникăна техтĕрĕслев ирттермелле. Паллах, пĕр кунта йĕрке туса пĕтерме хĕн, юхăннă техникăсем пур, анчах та тăрăшса ĕçлемелле», - тенĕ регион Ертӳçи. 

Сергей Вязовский хăйне çакăн пек должноçе шаннăшăн Михаил Игнатьева тав тунă.  

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлесе пухнă паха опыт  çĕнĕ ĕçре витĕм кӳрессе шанатпăр.  Малашлăхра çурхи ĕçсем. Чăваш Республикин Ял-хуçалăх министерствипе,  муниципалитетсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнетĕп», - тенĕ.  

Фоторепортаж



23 марта 2017
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter