Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

 Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Çынсем регион Ертӳçипе пĕрле республикăн социаллă пурнăçпа, транспорт инфратытăмĕпе çыхăннă самантсене тĕплĕн сӳтсе явнă.

Обществăлла майпа ĕçлекен, Патăрьел  районĕн футбол федерацийĕн ответлă секретарьĕ Николай Нурсов, Патăрьел салинче футбол уйне реконструкцилеме сĕнет.  Тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнса команда малти вырăна сахал мар тухнă, анчах тата та пысăк çитĕнӳсем тăвас тесессĕн, футбол уйĕ пулсан аван пулнă пулĕччĕ тет.  Ялта футбол выляс текенсем нумай. Вĕсен сĕнĕвне шута илме чĕнсе каланă Ертӳçĕне.  

Михаил Игнатьев ыйтăва татса пама шантарнă. Палăртнă объекта Чăваш Республикин патшалăх программине кĕртсе хăварнине, кăçал ĕç пуçланассине те палăртнă.

 Канаш районĕнче Вăтакас Кипечре культура çуртне тума май пуррипе çукки çинчен вăл ялта пурăнакан  Римма Васильева ыйтса пĕлнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул регионта Правительство ялти культура çурчĕсене çĕнетсе улăштарас ыйтупа тĕплĕн ĕçлеме пуçланине каланă. Ку ыйту нумай çулсем хушши хусканман пулнă.   Палăртма кăмăллă, Çĕрпӳпе Елчĕк районĕсенче капмар та хăтлă клубсем хăпартса та лартнă, халăх унта çӳресе хăйсен кăмăлне тултарать. 2017-мĕш çулта тата тăватă клуб çĕклесе лартма тĕллев лартнă, 31 культура çуртне тĕпрен юсама, 25-шне паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăракан тĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕсемпе тивĕçтерме плана кĕртнĕ.  Канаш районĕнче те кăçал çĕнĕ клуб пулассине ырă хыпара каланă Михаил Игнатьев.

Вера Чурбанова çулсем пирки калаçу хускатнă. «Шăмăршă – Сойгино – Алтышево – Аниш» автомашина çулне юсав ĕçне тума май пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлнĕ, хуравне те тӳрех илнĕ, объект тирпейленессине каланă республика Пуçлăхĕ. Проект хакĕ 120 млн, пĕр çултах ăна пурнăçа кĕртме хĕн тенĕ. Çитес çул та объектăн хăш-пĕр пайне пурнăçа кĕртме тивĕ, вара пĕтĕмĕшле вăл 2018-мĕш çулта туллин хута каяссине пĕлтернĕ регион Ертӳçи.

Инфратытăма çĕнетсе улăштарса пынине кура, ялти халăхăн туслă, килĕштерсе, çемье туприне упраса пурăнмаллине, демографи лару-тăрăвне те ырă енне улăштарма чĕнсе каланă Пуçлăх. Паллах, ялăн аталанмалла,  анчах та объектсемпе туллин усă курма пĕлмелле.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче ялти инфратытăм куçкĕретех лайăх аталанса пырать. Халăх вĕренӳ, медицина, спорт, культура пулăшăвĕсемпе туллин усă курать. Çамрăксене пурнăç çулне суйласа илме те условисем çителĕклĕ.

«Юраковский» ТОС председателĕ Галина Филипповăна  Çĕнĕ Шупашкарта Советский урамĕнче 73-мĕш çурт тĕлĕнче обществăлла транспорта чарăну тумалли вырăн пулманни пăшăрхантарать. «Маларах çак вырăнта чарăну пулнă, анчах та халĕ çула çĕнĕрен сарнă хыççăн, ăна пăрахăçланă», - тенĕ вăл, халăх ыйтăва кулленех хускатать тесе каланă сăмаха малалла тăсса.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн Ертӳçине Игорь Калиниченкăна ыйтăва татса пама хушатăп тесе каланă.  Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне объекта хута яма тĕллев лартнине асăннă.

Çак кун Михаил Игнатьев хулари Нумай функциллĕ центр ĕçĕпе те кăсăкланнă, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе çынсене епле тивĕçтерни пирки ыйтса пĕлнĕ. Специалистсем пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленине, черетсем пулманнине пĕлтернĕ Ертӳçĕне центрта халăхпа тĕл пулнă вăхăтра.

 Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе çулталăкне темиçе хут та ирттерет.  Çынсемпе куçа-куçăн курса калаçни, ыйтусене вăхăтра татма тата вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки те пĕлме аван.

Фоторепортаж



24 марта 2017
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter