Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи патшалăх влаçĕн представительлĕ органĕсен Ассоциацийĕн XLIX-мĕш ларăвĕ иртнĕ

 


Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенчи патшалăх влаçĕн представительлĕ органĕсен Ассоциацийĕн  XLIX-мĕш ларăвĕ иртнĕ, ăна Фарид Мухаметшин йĕркелесе ертсе пынă. Вăл чи малтанах палăртнă мероприятине çӳллĕ шайра хатĕрленĕшĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне Валерий Филимонова тав тунă.

  РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Мельниченко ларăва пухăннисене Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ячĕпе ăшшăн саламланă.   «Ассоциацийĕн тĕллевĕ – федераци тата регионсем шайĕнче саккунсен йĕркисене шайлаштарса пырасси,  РФ субъекчĕсенче тĕрлĕ ыйтусене татса пама витĕм кӳресси»,- тенĕ вăл.  Сăмаха малалла тăснă май, çамрăксемпе çыхăннă саккунсем çинчен те чарăнса тăнă.  2017 çулта граждансене патриотла воспитани парас, коррупцине хирĕç кĕрешес политикăна çирĕп тытса пырас, агропромышленноç пайĕнче патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе ытларах саккунсене çĕнетсе çирĕплетсе пымалли пирки каланă. Ку темăсемпе экспертсене, тĕрлĕ обществăлла организацисене явăçтармаллине палăртнă.   

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Ассоциаци çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе ĕçленине каланă. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – регионсене аталантарма витĕм кӳресси. Тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕçре кирлĕ пек йышăнусем туса хăварасси», - тенĕ вăл.

РФ Президенчĕ Владимир Путин наци пуçарăвĕсемпе шухăшĕсене Раççейĕн патриотизмĕ тесе хакланине аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев.   «Тăван çĕршыва юратма пĕлни - пире пĕр чăмăра пĕрлештерет. Кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пулăшать. Эпир хамăрăн йăла-йĕркесемпе пуян тата вăйлă», - тенĕ регион Ертӳçи.

Чăваш Енре çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă Михаил Игнатьев. Ăнсăртран мар пулĕ, Палăртма кăмăллă, пирĕн регионта 1968-мĕш çултан пуçласа «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисене кулленех кашни çулталăкрах йĕркелесе ирттереççĕ, ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. Кадетсен юхăмĕ вăйлă аталаннă. Республикăра çĕнĕ проект пурнăçа кĕрет.  Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадетсен корпус ĕçне пуçланă, вăл Атăлçи федераци тăрăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласси те паллă. Регион шайĕнче бюджетра çак объекта хăпартса лартма пысăк укçа-тенкĕ уйăрнă. Проекта пурнăçа кĕртме «çул-йĕр карттине» пăхса тухнă. 2018-мĕш çулта çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне объекта пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. «Чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри – çамрăксене çар ретне хĕсмете вăхăтра вырнаçтарса пынă», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Çак ĕç те тухăçлă ĕçленине çирĕплетсе парать.  Эпир яланах çамрăксене ĕненетпĕр тата шанатпăр. Вĕсене валли аталанма регионта çителĕклĕ условисем йĕркеленĕ», - тенĕ вăл.  Тепĕр пысăк çитĕнӳ, пĕлтĕр Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе РФ субъекчĕсем хушшинче тăххăрмĕш вырăнтан улттăмĕш вырăна çитнĕ. Кăтарту пурне те ĕçлеме хавхалантарать.  Паянхи ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр пысăк ыйту – йăлари хытă каяшсене тирпейлесе пуçтарассипе йышăннă саккунсен йĕркисене тишкересси. Экологи çулталăкĕнче уйрăмах çак ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин ăнсăртран мар пулĕ ку тĕлĕшпе ятарлă ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Пирĕн регионта çӳп-çапа тирпейлесе пуçтармалли объект хута кайнă. Унăн ĕçĕпе РФ регионĕсем тăтăшах паллашаççĕ. РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики экологи тĕлĕшĕнчен чи таса регион пулса тăрать.    Паллах, республикăра тата та ытти пысăк проектсем пурнăçа кĕреççĕ. Малашне те палăртнă ыйтусемпе ĕçлеме çирĕп тĕллевсем лартнине каланă Михаил Игнатьев.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Игорь Паньшин хăйĕн докладĕнче çамрăксене патриотла воспитани парассипе йышăннă саккунсен çĕнĕлĕхĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Регионсенче патриотла воспитани парассипе субъектсен тĕллевлĕ программисем витĕм кӳрессе палăртнă вăл.  «Юнармия» Пĕтĕм Раççей шайĕнче йышăннă проект пирки те каласа хăварнă. Паянхи куна илес пулсан, Атăлçи федераци округĕнче çакăн пек проектсем пурнăçа кĕрсе пынине палăртнă. Вĕсем: «КаДетство», «Зарница Поволжья», «Гвардеец»,  «Победа», «Никто не забыт».

«Çамрăксен патриотизм туйăмĕ çарпа е политикăпа анчах çыхăнмалла мар. Ытларах кăмăл-туйăм пайне, Тăван çĕршывăмăра парăнса, ăна юратма пĕлмелле,  обществăра хăйсене тытма пĕлни те пĕлтерĕшлĕ, Раççей ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса пурăнмалла, ĕçлемелле», - тенĕ Игорь Паньшин.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов йăлари хытă каяшсене пуçтарса тирпейлессипе йышăннă нормативлă право ĕç хучĕсем пирки чарăнса тăнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма чĕнсе каланă.    

Фоторепортаж



24 марта 2017
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter