Чăваш Наци телекуравĕпе ГТРК эфирĕсенче «Приложение силы» çĕнĕ программăра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 


Тĕрлĕ общество вăйне пĕрлештерни - патшалăх вăйĕ тата республикăра пурăнакансен интересĕсемшĕн пысăк витĕмлĕ. Шăпах та çакăн пирки пулĕ тĕплĕ калаçу «Вăй хурса» ятлă проект программăра.  Çĕнĕ кăларăм Раççей Президенчĕ Владимир Путин  палăртнă Экологи çулталăкне халалласа иртĕ.

  Кăларăмсен тĕп ыйтăвĕсем  – усал çӳп-çапсемпе кĕрешесси. Халăхăн  культура шайне ӳстересси. Атăлăн шыв пахалăхне лайăхлатма витĕм кӳрейретĕпĕр-ши? Çакă тата ытти ыйтусем çине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ОНФ представителĕсем,  "Экология России" регионти проектăн «ЭКА. Зеленое движение России» регионсем хушшинчи экологи енĕпе ĕçлекен обществăлла организацийĕн пайташĕсем хурав парĕç.

Программăна Раççей журналисчĕ, режиссер, Раççейĕн Общество телекуравĕн ятарлă проекчĕсен регионти дирекцийĕн директорĕ Сергей Ломакин ертсе пырĕ.

Аса илтеретпĕр, хисеплĕ телекуравçăсем асăннă программăн сюжечĕ пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Россия 1» регионти телекуравĕн эфирĕнче ирхине 09:00 сехетре тухнă. Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Россия 24» регионти телекуравĕн эфирĕнче каçхине 19:00 сехетре пăхма пултаратăр.   

Чăваш Наци телекуравĕн эфирĕнче программа пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче каçхине 21:00 сехетре, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 09:00 сехетре тухнă, пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирхине 10:00 сехетре тата каçхине 17:00 сехетре  тепĕр хут курма пултаратăр.



24 марта 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter