Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсене саламлани

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 


Культурӑн пуян еткерӗ, наци искусствин сайра тӗл пулакан хӑйне евӗр­лӗ­хӗ тата Чӑ­ваш Енре пурӑнакансен таланчӗ пирӗн тивлетлӗ тӑван ҫӗ­рӗ­мӗ­­ре Раҫ­ҫей тулашӗнче те мухтава кӑларнӑ.

Паян Чӑваш Республики ҫӗршывӑн культура центрӗсенчен пӗри шу­т­ланать тата пул­­­­тарулӑх шухӑшлавне пӗтӗҫтерекен, ӑна пурнӑҫа кӗр­текен сайра йышши вырӑн пулса тӑрать.

Регионта ҫуллен пиншер культура мероприятийӗ йӗркеленсе иртет. Отрасль ӗҫ­ченӗсен ырми-канми тӑрӑшулӑхӗ халӑх йӑли-йӗркине сыхласа упра­ма, тӑван ен культурине аталантарма, ҫамрӑк ӑрӑва ӑс-ха­кӑл­па илем­лӗ­­х хак­лӑхӗ­семпе туллин паллаштарма пулӑшать.

Чӑваш Ен Правительстви республикӑра пурӑнакан ҫынсене вӗсен пулта­рулӑх туртӑмне тивӗҫлӗн аталантармалли майсем туса парас тесе ҫине тӑрать. Кӑҫал регионта ялти темиҫе ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тата ку чухнехи кинозалсем хута каймалла. Республикӑри районсенче культу­рӑпа кану учре­ж­де­нийӗсене тӗпрен юсас тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерес ӗҫ малалла пурнӑҫланать.

Культурӑпа искусство ӗҫченӗсене професси ӑсталӑхӗшӗн тата суй­ласа илнӗ ӗҫе парӑннӑшӑн тав тӑватӑп. Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телей, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тата хавхалану, интереслӗ ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                 М. Игнатьев

 



25 марта 2017
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter