Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ канашлу ирттернĕ
Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, федерацин тĕрлĕ службисен регионти ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ.
Чăваш Республикин ветеринари патшалăх службин ертӳçи – Чăваш Енри ветеринари тĕп инспекторĕ Сергей Скворцов выльăх-чĕрлĕхрен ерекен чирсем пирки кĕскен каласа хăварнă, пĕлтĕр планпа пăхса йышăннă мĕнпур ĕçе туллин пурнăçланине пĕлтернĕ.
Иван Моторин малашне те регионта ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмеллине, республикăри влаçра ĕçлекенсемпе тачă çыхăну тытса пымаллине асăрхаттарнă.
Чĕрчунсен тĕнчипе çыхăннă объектсенчи лару-тăрупа Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов тĕплĕн каласа кăтартнă. 2016-мĕш çулта сунарçăсене пĕтĕмпе пысăк чĕрчунсене тытма – 249 талон, вĕçен кайăксене пеме – 9721, тилĕ-мулкач таврашне тытма - 5555 ирĕк паракан талон парса тивĕçтернĕ. Сунарçăсем йĕрке пăснине те сахал мар тупса палăртнă, пурĕ 399 тĕслĕхе шута илнĕ.
Паянхи канашлура хăш-пĕр министерство ертӳçисем иртнĕ эрнери ĕçлĕ çул çӳревĕсем пирки каласа кăтартнă.
Калăпăр, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика министрĕ Владимир Аврелькин РФ патшалăх тата муниципалитет контракчĕсем çинчен, ăна епле пурнăçласа пынипе çыхăннă ыйтупа канашлу ĕçне хутшăннине пĕлтернĕ. Пирĕн регионта ку енĕпе нимĕнле чăрмавсем те пулманнине каланă, парăмсем те пачах çук тенĕ, ыйтăва ятарлă комисси çирĕп тĕрĕслевре тытнине асăннă.
Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов хăйĕн докладĕнче тепĕр ыйту пирки те чарăнса тăнă. Вăл пуш уйăхĕн 20-21-мĕш кунĕсенче Мускавра пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Экологи» VIII-мĕш форумăн курав ĕçне хутшăннине пĕлтернĕ. Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче РФ Çутçанталăк министерстви йĕркеленĕ ларăва та хутшăннине палăртнă, РФ çутçанталăк пурлăхĕпе экологи Министрĕ Сергей Донскоя Чăваш Республикинче йăлари хытă каяшсене тирпейлесе тăрассипе ятарлă тытăм вăй илнине пĕлтернине каланă. Пирĕн регионта объектсене пысăк технологисене тĕпе хурса пурнăçа кĕртнĕ. Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенчен усал çӳп-çапа йышăнма меллĕ, пуласлăхра Канаш хулинче тата Çĕмĕрле районĕсенче хута яма палăртса хунă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов докладра Тутарстан Республикинче «Майский» теплица комплексĕнче пулнине пĕлтернĕ. Палăртса хăвармалла, çак предприяти теплицăсемпе ĕçлекен Раççейри чи малта пыракан организацисенчен пĕри шутланать. Чăваш Республикинчен кайнă сумлă делегаци теплицăсене хальхи пурнăçпа килĕшсе епле хута янипе кăсăкланнă.
2020-мĕш çул тĕлне регионта 3 пин гектар çĕр çинче теплица хута яма тĕллев палăртнă. Сăмаха май, патшалăх парса тивĕçтерекен пулăшусем пирки те чарăнса тăнă министр. Енчен те предприятисем агробизнес енĕпе ĕçлеме кăмăл тăваççĕ пулсан, вĕсен тăкакне 20 процента çити патшалăх саплаштарать, теплицăсем хута яма çăмăллатнă кредитсем те парса тивĕçтернине ырă хыпара пĕлтернĕ.