«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне кăçал пĕтĕмпе 1 млн та 860 пин тенкĕ пуçтарăннă

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне кăçал пĕтĕмпе 1 млн та 860 пин тенкĕ пуçтарăннă, кунсерен укçа-тенкĕ кĕрсех пырать. Чи хастар укçа пухакан муниципалитетсем те пур, вĕсем: Вăрнарсем, Патăрьелсем тата Елчĕксем.   Çак районсем ыттисемпе танлаштарсан пухмача активлă укçа-тенкĕ пуçтарса пыни куçкĕретех.

Аса илтеретпĕр, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев марафонăн йĕркелӳ комитетне ертсе пынă.

Пĕлтĕр, 2016-мĕш çулта марафонра пурĕ 1600 предприятисемпе организацисем тата ыттисем те хутшăнма кăмăл тунă, пурĕ 8 млн тенкĕ пуçтарнă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăра пурăнакансем марафона активлă хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ, патшалăх тата муниципалитетра ĕçлекенсем хăйсен шалу укçийĕн пĕр пайне марафона куçарса пама хăйсен ирĕкĕпе кăмăл тунă. Палăртса хăваратпăр, марафона Чăваш Республикинче кăçалхипе 21-мĕш хут ирттереççĕ. Юлашки тăватă çул хушшинче 33 млн пухăннă укçана тăлăхсене, йышлă, сусăр ачаллă çемьесене, ача çурчĕсене, чирлисене сиплеме, пултаруллисене малалла аталанма тăкакланă.

 Ыркăмăллăх акцине кашни çын хутшăнма пултарать!

Кăмăл тăвакансен «Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмне çак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт.

Ыйтса пĕлмелли телефон: (8352) 62-89-42 

Марафон счетне çапла çырмалла:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

ИНН 2128005408, КПП213001001

Расчетный счет № 40703810075220160067

В Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары,

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609



28 марта 2017
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter