Оренбургра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă Канашăн лару ĕçне хутшăннă

 


Пуш уйăхĕн  28-мĕшĕнче Оренбургра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă Канашăн лару ĕçне хутшăннă.

 Ларăва пухăннисем федераци тата регионти влаç органĕсенче ĕçлекенсем криминаллă, "вăрттăн", саккун тулашĕнчи  экономикăна хирĕç кĕрешессипе йышăннă мерăсене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакансене социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕ чухне пăтăрмахсене тупса палăртас ыйтăва  та анлăн пăхса тухнă.  Округри канаш ларăвне Атăлçи федераци пайне кĕрекен регионсен ертӳçисем, Шалти ĕçсен, Экономика, Ĕçлев, Транспорт, Юстици министерствисенчен, Федерацин налук службинчен, Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин представителĕсем, Федерацин патшалăх статистика службинче ĕçлекенсем, Федерацин финанс бюджет асăрхав службинче вăй хуракансем  тата та ытти ятарлă службăсенчен пуçлăхсем хутшăннă. Экономика тăнăçлă аталантăр, социаллă сфера вăй илтĕр тесессĕн, паянхи кунччен вăрттăн упранса пыракан резервсене тупса палăртмаллине асăннă ларăва пуçтарăннисем.  

«Эпир пурсăмăр та питĕ лайăх ăнланатпăр, суя ĕçсем  çĕршывăн экономика аталанăвне  мĕнле чăрмав тӳстернине, мĕн патне илсе çитернине», - тенĕ Михаил Бабич. «Калăпăр, 2015-мĕш çулта Атăлçи округра пурĕ 3,5 млн çын суя ĕç хучĕсемпе предприятисемпе организацисенче  ĕçлеççĕ тесе шутланса тăнă, çакă мĕнпур ĕçлекенсенчен 23,5 процент пулать.  2016-мĕш çулта кăтарту тата та хăпарнă, вăл 24,4 процента çитнĕ. Экономикăна 27 млрд тенкĕлĕх тăкак тӳстернĕ.  Çав тери пысăк инкек», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Пĕлтĕр пайăр мар сăпатран (юридически сăпат) счечĕсенчен уйрăм çынсен (пайăр сăпат) счечĕсем çине пĕтĕмпе 300 млрд куçнă. Ку кăтартăва официаллă майпа тупса палăртнă. Пысăк пăтăрмахсене, йĕрке пăсакансем Чул хулапа Самара облаçĕсенче.  

Ĕç ушкăнĕн председателĕ, Оренбург облаçĕн Губернаторĕ Юрий Берг регионсенчи тĕслĕхсене пĕтĕмлетнĕ май çапла палăртнă: «Куçман пурлăхсемпе, суту-илӳре, социаллă пулăшусемпе тивĕçтернĕ ĕçсенче ытларах коррупци тунă», - тенĕ.

 Çӳререх асăннă ыйтупа влаçри çынсем  ятарлă тĕллевсем лартнă: обществăра саккунсене хисеплеме вĕрентесси, граждансен право культурине ӳстересси, харпăр хăй уйрăм предпринимательсене суя ĕç хучĕсемпе ĕçлеттерме чарасси тата ытти хăш-пĕр самантсем те. Пĕр сăмахпа каласан, çирĕп йĕрке пуласси куçкĕретех пулĕ. Криминаллă экономикăпа кĕрешме нормативлă право ĕç хучĕсене йĕркелесе çитернĕ тесен те йăнăш мар, енчен те вĕсене пурнăçа кĕртсе пырас тесессĕн, хăшĕ-пĕрисене федераци шайĕнче çĕнĕлĕхсем йышăнмаллине  каланă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Раççей Федерацийĕн Суту-илӳ промышленноç палатин вице-президенчĕ Елена Дыбова,  Раççей Федерацийĕн промышленноç тата суту-илӳ Министрĕн çумĕ – статс-секретарь Виктор Евтухов,  Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствинчи коррупцине хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Курносенко генерал-майор тата ыттисем те  анлă докладсем тунă.

Палăртса хăваратпăр, Атăлçи  федераци округĕнче промышленноç производствин калăпăшĕ 2016-мĕш çулта  пĕтĕмпе 0,8 процента çити ӳснĕ.  Чи пысăк кăтарту вара Чăваш Республикинче тесе палăртнă, вăл - 107,6 процентпа танлашать. Удмурт Республикин – 107 процент, Чулхула облаçĕн 105,5 процент.  

Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсенче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – криминаллă экономикăна хирĕç кĕрешесси. Çитĕнӳсем те çук мар, социаллă сфера, экономика пĕр тан лайăх аталанса пырать республикăра.  Коррупцине хирĕç кĕрешме, коммуналлă инфратытăма тĕрĕс тĕкел аталантарма, промышленноçа вăй илтерме, вак тата вăтам предпринимательлĕхе «уралантарма» Чăваш Республикин патшалăх программин хушма пайĕсене йышăннă.  Кунсăр пуçне, Чăваш Республикинче промышленноç таварĕсене саккунсăр йĕркепе салатассинчен пăхса тăракан ятарлă Комисси йĕркеленĕ. Вĕсем суя, ултавлă таварсем халăх патне ан çитчĕр тесе çирĕп тĕрĕслесе пыраççĕ. 

Фоторепортаж



28 марта 2017
19:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter