"Кĕмĕл сасăллă" чăваш юрăçисем ăмăртăва тухрĕç

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти филармони залĕнче Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе, конгресăн ырă кăмăллă тусĕсем-спонсорсем парнисене шеллеменнипе регионсем хушшинчи чăвашсен "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсне йĕркелерĕ.

Ăмăртăва республикăри тĕрлĕ районсенче тата регионсенче иртнĕ конкурссен çĕнтерÿçисем: çирĕм сакăр уйрăм юрăçпа пиллĕк ансамбль хутшăнчĕ.

Çамрăк юрăçсене хавхалантарма Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, жюри председателĕ тата проект ертÿçи Валерий Клементьев сцена çине хăпарчĕç, конкурсра хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунчĕç.

Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ Мария Шатрашанова, Самар тăрăхĕнчи Кристина Яндукова, Кристина Богатова, йĕкĕреш Антонинăпа Татьяна Сашинăсем, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи пике Олеся Тушкина, Пензă хĕрĕ Татьяна Штурмина, Сарă туран çитнĕ Светлана Бахтина, Пушкăрт чăвашĕ Ирина Романова, Оренбург тăрăхĕнчи Грачевски районтанах инçе çула кĕскетсе килнĕ Васелина Трофимова хăйсен ăсталăхне Чăваш Енри юрăçсенчен кая мар кăтартма пултарчĕç.

Сумлă жюри палăртнă тăрăх "Кĕмĕл сасă" фестиваль-конкурсăн Гран-Прине Çĕмĕрле хулине хÿтĕлекен çамрăк юрăç Екатерина Сулимкина тивĕçрĕ. Пĕрремĕш вырăна Муркаш районĕнчи Москакассинчен килнĕ Дарья Макарова,иккĕмĕш вырăна Елчĕк районĕнчи Лащ-Таяпа пики Зарема Князева, виççĕмĕш сумлă вырăна Хĕрлĕ Чутайран килнĕ Мурайкина Татьянăпа Етĕрне тăрăхĕнчи Ева Семенова çĕнсе илчĕç. Ансамбльсем хушшинче Самар тăрăхĕнчи йĕкĕрешсене Антонинăпа Татьянăна çитекенсем пулмарĕç. Тÿресем номинантсене те палăртса хăварчĕç. Вĕсен шутне Чĕмпĕр пики Олеся Тушкина, Оренбург тăрăхĕнчи Васелина Трофимова (куракансем килĕштернĕ пике), Мурманск хулине хÿтĕлекен чăваш пики Дина Агеева, Сарă ту чăвашĕсен юрăçи Светлана Бахтина (чи çепĕç пике) кĕчĕç.

Çĕнтерÿçĕсене Гала-концертра чыс турĕç. Спонсорсем, ЧНК тусĕсем хаклă парнисене шеллемерĕç: кĕсъе телефонĕсем, ятарлă сехетсем, тортсем тата ыттине те Чăваш Республикин культура министрĕнчен Константин Яковлевран, ЧНК президенчĕнчен Николай Угасловран тата жюри председателĕнчен Валерий Клементьевран илесси çамрăксемшĕн пысăк чыс пулчĕ.

Куракансене регионсем хушшинче иртнĕ "Кĕмĕл сасă-2017" фестиваль лауреачĕсем хăйсен пултарулăхне çĕнĕрен кăтартса савăнтарчĕç.

Маттур, пирĕн çитĕнекен ăру! Чăваш юррин пуласлăхĕ пурах!

(Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики")



28 марта 2017
11:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter