Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев биатлон енĕпе тĕнчипе палăрнă Раççей спорт мастерĕсемпе Татьяна Акимовăпа тата унăн мăшăрĕ Вячеславпа тĕлпулу ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев биатлон енĕпе тĕнчипе палăрнă Раççей спорт мастерĕсемпе Татьяна Акимовăпа тата унăн мăшăрĕ Вячеславпа çавра сĕтел хушшинче калаçу ирттернĕ.  Тĕлпулăва Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хутшăннă. 

Татьяна Акимова Шупашкар хулинчен, вăл 2№-лĕ Олимп резервĕн спорт шкулĕнче хăйĕн спортри ăсталăхне туптанă.  Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче Чехинче тĕнче Кубокĕнче спринтра «ылттăн» медале тивĕçнĕ. Кăçал Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Татьяна Акимова «пăхăр» медале çĕнсе илнĕ, хутăш эстафетăра сезон пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, тĕнче Кубокĕнче чи вăйлă вунă спортсмен шутне лекнĕ.  

Унăн мăшăрĕ Вячеслав Акимов та Шупашкар хулинченех.  Вăл юниорсем хушшинче Европăн икĕ хут чемпионĕ ята тивĕçнĕ.  Арçынсем хушшинче иртнĕ эстафетăра 2011-мĕш çулта Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ пулса тăнă.  Пĕлтĕр Раççей Кубокĕнче чупассипе кĕмĕле  илнĕ.

Михаил Игнатьев спортсменсене  пысăк çитĕнӳсемпе таврăннăшăн тав тунă. «Пĕтĕм Раççей, мĕнпур чăваш халăхĕ сирĕншĕн хумханса ăмăртусене куç илми пăхнă. Эсир, чăннипех те, Раççей, Чăваш  Республикин чысне хӳтĕлерĕр. Шанатпăр, малашне тата та пысăк çитĕнӳсемпе палăрассине», - тенĕ вăл.  

Çамрăксене республика Пуçлăхĕ спорта, сывă пурнăç йĕркине сарас ĕçре пысăк витĕм кӳнине палăртнă, Чăваш Ен Правительстви малашне те вĕсене пулăшу кӳме хатĕр пулнине каланă. «Республикăн патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – спорта аталантарасси», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Регионта физкультурăпа спорта аталантарма, инфратытăма вăй илтерме çулсерен 700 млн тенкĕ тăкакланнине пĕлтернĕ. Ку паллах, инвестици пулăшăвне шута илмесĕр.  Çитĕнӳ те  çук мар, республикăра пурăнакан  34 пин яш-кĕрĕм куллен спорт шкулĕсене хăйсен ăсталăхне туптама çӳрет. 

Спортсменсем Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.  Республика Правительстви регионти биатлон шкулне аталанма витĕм кӳрессине каланă.

Çамрăксем тренер сахал мар вĕсемшĕн тăрăшнине асăннă.  Тренер Вячеславăн ашшĕ, Татьянăн хуняçи ачасем пысăк çитĕнӳпе палăрччĕр тесе чăннипех те вăй хуни куçкĕретех.  

«Анатолий Акимова, уйрăммăн пысăк тав. Пирĕншĕн  вăл тĕслĕх.  Мана хăйĕн ачи пек воспитани парать. Мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелет.  Ача чухне те сахал мар эпир спорта çӳресе хамăрăн ăсталăха туптанă.  Шăпах та, çавсем ĕнтĕ пысăк çитĕнӳсемпе палăрма пулăшаççĕ», - тенĕ Татьяна.

«Пирĕнпе сахал мар ĕçленĕ. Яланах мĕн кирли пĕтĕмпех пулнă. Условисем çителĕклĕ.   Пысăк тав пурне те», - тесе сăмаха малалла тăснă Вячеслав Акимов.   

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче биатлон спортăн база шутне кĕрет, юлашки çулсенче регионта вĕсен йышĕ курăмлăнах ӳссе пырать. Паянхи куна илес пулсан, регионта спортăн çак тĕсĕпе 200 ытла çын хăйсен  ăсталăхне ятарлă шкулсенче аталантарать.  Кăçал республикăра центр хута кайсан, спортсменсен йышĕ тата та пысăкланасса шанатпăр. Экспертсем Чăваш Енрен çĕнĕ биатлонистсем пулассине шантараççĕ. Ăнсăртран мар пулĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп чемпионĕ ята тăватă хут çĕнсе илнĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, вунпĕр хутчен тĕнче чемпионĕ ята тивĕçлĕ пулнă, биатлон енĕпе СССР чемпионĕ ята вун пиллĕк хут илнĕ Александр Тихонов та Татьяна Акимова наци олимп йышне кĕрсе Кăнтăр Корейăра çитĕнӳсем тăвассине шанса каланă.  

Фоторепортаж



29 марта 2017
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter