Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан, Чăваш Республикинче терроризмпа кĕрешекен комисси ларăвĕ ку хутĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан, Чăваш Республикинче терроризмпа кĕрешекен комисси ларăвĕ  ку хутĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ.

«Чăваш Республикинче тăнăçлă общество политика лару-тăрăвĕ упранса пырать. Ятарлă службăсем пĕр-пĕринпе тухăçлă, ăнланса ĕçлесе пынине кура, промышленноç объекчĕсенче, инфратытăм пайĕнче сыхлăха самантлăха та çухатман. Вĕрентӳ тренировкисем те сахал мар йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çивĕч ыйтăва куçран вĕçертмен. Малашне те влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертӳçисен тимлĕхе çухатма юрамасть», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Регион Ертӳçи терроризма хирĕç кĕрешекен комисси пайташĕсене кулленех оперативлă информацине пĕрне-пĕри пĕлтерсе тăма хушнă.  Тĕрлĕ йышши транспорт çинчи хăрушсăрлăха, пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсен хӳтлĕхне çирĕплетес ыйтусене çивĕч тĕрĕслеве илме, терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли комплекслă плана пурнăçа кĕртес ĕçре МИХсен пайĕнче тăрăшакансен те анлăн ĕçлемеллине асăрхаттарнă, нацисен килĕшĕвĕпе çураçулăхĕн темисене анлăрах çутатса пама хушнă, халăх патне вăхăтра илсе çитерме каланă. Комисси членĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи профилактика ĕçĕсем  пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Тĕрĕслевсем кулленех пулса пынине, çитменлĕхсене тупса палăртсан, вĕсене те вăхăтрах сирсе янине палăртнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева республикăри районсемпе хула администрацийĕсем ирттернĕ профилактика ĕçсем çинчен ытларах чарăнса тăнă. Унăн сăмахĕсене малалла тăсса, Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Нина Шпилевая тата Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Ежова асăннă ыйтупа хăйсен муниципалитечĕсенчи лару-тăрупа паллаштарнă. Вĕсен хуравĕсене итленĕ хыççăн, республика Ертӳçи Михаил Игнатьев регионта пурăнакансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе право хуралĕн органĕсемпе яланах тачă çыхăну тытса ĕçлеме, «Хăрушлăхсăр хула» программăна  муниципалитетсенче çитес вăхăтрах туллин пурнăçа кĕртме каланă.

 Чăваш Республикинче терроризма хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен  комисси лару-тăрăвне пăхса тăракан пай пуçлăхĕ Евгений Терешин хăйĕн докладĕнче, регионта терроризмпа кĕрешекен комиссийĕн 2013-2018-мĕш çулсем валли йышăннă  комплекслă план пирки, ăна еплерех пурнăçласа пыни çинчен каласа кăтартнă.  

Ларура ку хутĕнче çӳлерех асăннă ыйтупа тимлĕ ĕçлесе, пысăк кăтартусемпе палăрнисене Чăваш Республикин Тав сăмахĕсене парса чысланă.   Вĕсем хушшинче: Шупашкар хулин Ленин район администрацийĕнче ĕçлекен Ирина Углова тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕнче вăй хуракан Николай Козлов.   

Фоторепортаж



03 марта 2017
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter