Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупципе хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Координаци комиссийĕн ларăвне видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ

 


Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупципе хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен Координаци комиссийĕн ларăвне видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ, ĕçе республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Чи малтанах ларăва пуçличчен, Михаил Игнатьев Оренбург хулинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче канаш ларăвне ирттерни пирки каласа кăтартнă.  Ĕçе пухăннисем федераци тата регионти влаç органĕсенче ĕçлекенсем криминаллă, "вăрттăн", саккун тулашĕнчи  экономикăна хирĕç кĕрешессипе йышăннă мерăсене тĕплĕн сӳтсе явнине пĕлтернĕ.  Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакансене социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕ чухне пăтăрмахсене тупса палăртас ыйтăва  та анлăн пăхса тухнине, округри канаш ларăвне Атăлçи федераци пайне кĕрекен регионсен ертӳçисем, Шалти ĕçсен, Экономика, Ĕçлев, Транспорт, Юстици министерствисенчен, Федерацин налук службинчен, Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин представителĕсем, Федерацин патшалăх статистика службинче ĕçлекенсем, Федерацин финанс бюджет асăрхав службинче вăй хуракансем  тата та ытти ятарлă службăсенчен пуçлăхсем хутшăннине каланă. Экономика тăнăçлă аталантăр, социаллă сфера вăй илтĕр тесессĕн, паянхи кунччен вăрттăн упранса пыракан резервсене тупса палăртмаллине çирĕппĕн тепĕ хут аса илтерсе хăварнă.

Палăртса хăваратпăр, коррупцине хирĕç кĕрешес ыйтăва Раççей Правительстви кулленех çивĕч тĕрĕслесе тăрать. Кун пирки РФ Федераци Пухăвне янă Çырура та асăннă. «Пысăк должноç, лайăх çыхăнусем те йĕрке пăсакансене çăлса хăвармалла мар. Ку енĕпе саккуна çирĕп пăхăнмалла», - тенĕ çĕршыв Ертӳçи.

Чăваш Енри право хуралĕнче коррупцине хирĕç кĕрешессипе йĕркеленĕ   ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцине хирĕç кĕрешес ыйтусемпе тимлекен управлени пуçлăхĕ Андрей Семенов тĕплĕн паллаштарнă.  Чăваш Енри ШĔМ 2016-мĕш çулта тата кăçалхи икĕ уйăх хушшинчи пĕтĕмлетӳсем тăрăх, пурĕ коррупци енĕпе йĕрке пăснă 240 тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çул пурĕ патшалăха 294,4 млн тенкĕлĕх тăкак, кăçалхи çул икĕ уйăх хушшинче 30,7 млн тенкĕлĕх сиен кӳме те ĕлкĕрнĕ. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствипе тухăçлă ĕçлесе пыракан влаç органĕсене палăртнă. Вĕсем: Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви, Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви,  Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палати.

РФ Следстви комитечĕн регионти следстви управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов хăйĕн докладĕнче, вĕсен службине пĕлтĕр  коррупци тунă тĕслĕхсемпе çырусем 30,8 процент чухлĕ сахалрах килнине пĕлтернĕ.  Кăçал икĕ уйăх хушшинче, кăтарту тата та чакнине, вăл 72,4 процента çитнине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, коррупцине хирĕç кĕрешессипе йышăннă ĕç планĕ пĕтĕмпех патшалăх интересĕсене хӳтĕленине каланă. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинчи экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцине хирĕç кĕрешес ыйтусемпе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Андрей Семенов патшалăх влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче коррупцине хирĕç кĕрешсе йĕркеленĕ ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. 2016-мĕш çулта должноçри 25 çынна йĕрке пăснăшăн явап тыттарнине палăртнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев пĕлтĕр патшалăх влаç органĕсенче  ĕçлекен 142 служащийне тĕрĕсленине, вĕсенчен 118-шĕ йĕрке пăснă тесе палăртнине каланă.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене те тĕрĕслев витĕр кăларнă, 180 служащийĕнчен 153-шĕ йĕрке пăсни куçкĕретех тенĕ вăл.  2016 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ муниципалитетсен специалисчĕсемпе тăватă хутчен пухăнса ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.  Çӳлерех асăннă ыйтусемпе 22 муниципаллă служащийĕн квалификаци шайне ӳстернĕ.  Кунсăр пуçне 272 гражданский служащий тата 46 муниципаллă служащий  ятарлă программăсене вĕренсе квалификаци ӳстернĕ.   Малашне те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ коррупцине хирĕç кĕрешессипе трĕслевсем ирттерессине шантарса каланă Юрий Васильев.

Кулленех Чăваш Республикинчи нормативлă право акчĕсене хатĕрленĕ чухне те коррупци енĕпе йĕрке пăснă тĕслĕхсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.  Ĕç планĕпе программăсене епле пурнăçласа пынине те сахал мар пăхса тухнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре коррупцине хирĕç кĕрешессипе комплекслă план йышăннă.  Йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртма меллĕ.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та коррупцине хирĕç кĕрешессипе ятарлă ĕçсем йĕркелемеллине çирĕп асăнса хăварнă. «Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, çынсен пĕтĕмпех саккун умĕнче явап тытма тивĕ», - тесе асăрхаттарнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



30 марта 2017
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter