«Ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерекен нумай ачаллă çемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрăпăр Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Улатăр епархийĕн миссионерсен уйрăмĕн председателĕпе, диакон Сергийпе тата Ольга Валерьевнăпа тĕл пулнă.  Калаçăва Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев та хутшăннă.

Гороховсен çемье пуçĕ Сергий диакон, 2008-мĕш çулта раштав уйăхĕнче Архимадрит Иероним пилленипе Улатăр хулине  куçса килнĕ.  2009-мĕш çулта кăрлач уйăхĕнче Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава Улатăрти Светтуй-Троицкий арçынсен мăнастирне  ăна клирик пулма пиллесе çирĕплетнĕ.  Халĕ Сергий диакон Улатăр епархийĕн миссионерсен уйрăмĕн председателĕ пулса вăй хурать.  Хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать, обществăпа чиркӳ хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсе пырать.  Паянхи куна Сергий диаконпа Ольга Валерьевна çемьинче ултă ача çитĕнет. Вĕсем пурте тĕрĕс-тĕкел те сывă пурăнаççĕ. Нумай ачаллă Гороховсен çемьи патшалăх пулăшăвне хăйсен çурт-йĕр  условине лайăхлатма илнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах нумай ачаллă çемьесем çине пысăк тимлĕх уйăрма тĕллев лартнине пĕлтернĕ, çемье туприне, йăла-йĕрке, кăмăл-сипет туйăмне аталантарса пырас ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Çемье  пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕн туслă çемье мĕнле лайăх пурăнмаллине кăтартса парать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Сергий диакон паянхи пурнăç таппинче кăмăл-сипет туйăмне лайăхлатма вĕренни,  ачасене тĕрĕс воспитани пани, Турăпа пĕрле пулни Раççейшĕн те, Чăваш Еншĕн те  уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ.  Владимир Владимирович Путин та ахальтен мар пулĕ каланă, кăмăл-сипет пуянлăхĕ – Раççей халăх пурнăçĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать тесе, вăл пĕтĕм тĕнчешĕн иксĕлми вăй тенĕ.  Сергий диакон Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева  региона аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Улатăрсен пурнăç условийĕн шайне ӳстерме пулăшнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Фоторепортаж



30 марта 2017
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter