Чăваш Енре йĕрке пăсакансен йышĕ куçкĕретех сахалланса пырать

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Чăваш Енри  право йĕркине пăсасран асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен Комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри -  эрех-сăра ĕçсе йĕрке пăсассинчен асăрхаттарасси.  

«Палăртас пулсан, паянхи куна Чăваш Республикинче пурăнакансенчен  эрех-сăра енне 25 пин çын туртăннине шута илнĕ.  Кăтарту, пĕлтĕрхинчен 20 процент пĕчĕк пулни сисĕнет», - тенĕ Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева.  Пур-пĕрех усал шĕвеке ĕçекенсене вăхăтра асăрхаттармалла, ыйту кун йĕркинче çивĕч тăрать тенĕ вăл.

  Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин обществăра йĕркелĕхе пăхса тăракан пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Макаров хăйĕн докладĕнче, профилактика ĕçĕсене вăхăтра ирттернине кура, регионта йĕрке пăсакансен шутне чакарма май килнине каланă. Калăпăр, обществăлла вырăнсенче пĕлтĕрхипе танлаштарсан, йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 24,5 процента çити чакнă. Кăтарту питĕ лайăх.  Çав-çавах ӳсĕрле çынсем ытларах йĕрке пăсни  сисĕнет, кăтарту та ку енĕпе чакман, кăштах ӳсни курăнать тенĕ вăл. 

Юрий Васильев республикăра халăха эрех-сăра ĕçмелли вырăнсем сахал мар пулнине,  ку енĕпе йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă.  «Паян кун йышши объектсем кăмпа евĕр ӳссе, сарăлса пыраççĕ. Влаç органĕсенче ĕçлекенсен депутатсемпе пĕрле йĕрке пăсакансене явап тыттарма тăрăшмалла. Усал шĕвеке ĕçсе халăхăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать, регионта социаллă ыйту çивĕчленет», - тенĕ вăл.

Пĕлтĕр объектсенче таварсене сутмалли вăхăтсене йĕрке тума пуçланине кура, регионта 25 заведени хăйсен ĕçне пăрахăçланă.  Право хуралĕнче ĕçлекенсем тата та çирĕп йĕркесем  тума сĕнеççĕ. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, предпринимательсене лицензисем панă чух министерство вĕсене анлăн тĕрĕсленине пĕлтернĕ.

2016 çулта пурĕ 746 тĕрĕслев ирттернĕ, хăш-пĕр предпринимательсене пачах та лицензи памалла мар тесе йышăннине, йĕрке пăсакансене явап тыттарнине асăннă вăл.  Чăваш Республикин Экономика министерстви эрех-сăра сутакан объектсене пурăнмалли  çуртсем таврашĕнче пачах та хута яма юраманнине, çынсене каçхине эрех сутмалли вăхăта пăрахăçлама сĕнет. Ĕç хучĕн проектне те хатĕрленĕ.  Паллах, ку енĕпе ресторансен ĕçлеме юрĕ.

«Енчен те эрех-сăра ĕçсе йĕрке пăснă тĕслĕхсене чакарас тесессĕн, пирĕн çирĕп йĕркесене йышăнмаллах. Ытти регионсен паха опытне те тĕпе хума пĕлмелле. Ытлашши объектсем пачах та пулмалла мар. Патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсен, право хуралĕнче тăрăшакансен яланах пĕр-пĕринпе тачă çыхăнмалла, вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнма пĕлмелле. Ун чухне тин ыйту туллин пурнăçланĕ», - тенĕ Юрий Васильев.   

 Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствинче обществăра йĕркелĕхе пăхса тăракан пай пуçлăхĕн çумĕ Александр Макаров докладра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен, профилактика ĕçĕсене йĕркелессипе комплекслă плана йышăнса, мероприятисене вăхăтра ирттерсе пымаллине каланă. Калăпăр, судпа айăпланнă çынсем, тĕрмерен тухнисем, пĕлтĕрхи çул обществăра сахал ĕçленĕ, вĕсене валли укçа-тенкĕ пăхса хăварманни курăнать тенĕ вăл.

Юрий Васильев муниципалитет пуçлăхĕсен ĕçне хаклама йышăннă критерисем шутне çак ыйтусене те кĕртмеллине каланă. «Енчен  те вĕсем кирлĕ пек ыйтăва татса памасан, сăлтавĕ куç умĕнчех пултăр. Ертӳçĕсен сăнавçăсем пек айăккинчен йывăрлăхсене пăхса тăмалла мар, татса парассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе вăл. Тепĕр пысăк ыйту та кун йĕркинчех. Психика тĕлĕшĕнчен сусăрланнă çынсемпе те асăрхануллă пулмалла. В.П. Сербский ячĕллĕ ГНЦ статистики Раççейре йĕрке пăсакансенчен 1 проценчĕ, шăпах та çак категорири çынсем пулнине палăртать.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Светлана Ананьева çӳререх асăннă ыйту пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Вĕсен министерстви Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствипе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлесе пынине каланă.  Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев малашне те çак ыйтупа тарăн, çирĕп ĕçлемеллине каланă. 

 Фоторепортаж



30 марта 2017
12:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter