Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне сыхлас ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

Паян, пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне сыхлас ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне ирттернĕ, ăна Чăваш Республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă.

 Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - халăха ĕçмелли шывăн пахалăхĕ.  Чăваш Енри Роспотребнадзор управлени пуçлăхĕ Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче, пĕтĕмĕшле регионта çынсен ĕçмелли шывăн пахалăхĕ кирлĕ пек шайра пулнине çирĕплетсе каланă.  Кăтартăва илес пулсан, хулари мĕнпур  шывсенчен 93,49 проценчĕ нормăна тивĕçтерет, ялсенче вара кăштах урăхла – 47,75 процент пулнине пĕлтернĕ. 

«Ял тăрăхĕсенче çынсем тĕрлĕ çăлкуçсенчи шывсемпе усă кураççĕ. Халăх йышлăн усă куракан вырăнсене тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн, çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă. Муниципалитет ертӳçисен йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту çине тимлĕрех уйăрмалла», - тенĕ Надежда Луговская.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов  ку енĕпе саккунсен пайĕнче çĕнĕлĕх кĕртсе хăварсан аван пулнă пулĕччĕ тесе каланă.   

Надежда Луговская тепĕр ыйту пирки те чарăнса тăнă. Ачасен кану лагерьĕсенче шывсен пахалăхĕ йĕркеллех пулманнине асăрхаттарнă.

«Раççейри регионсенче сиксе тухнă пăтăрмахсене кура, палăртнă ыйтăва кун йĕркинчех тытмалла, çивĕчрех тĕрĕслемелле», - тенĕ Надежда Луговская.

Чăваш Республикинчи ачасен правине хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина вĕренӳ учрежденийĕсенче сусăр ачасене апатлантармалли йĕркесем кирлĕ пек шайра пулманнине асăннă. «Палăртнă ыйтăва  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕр хутчен çеç мар асăннă. Республика ертӳлĕхĕ çивĕч тĕрĕслевре тытать темăна. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен министерствипе Финанс министерствине йывăрлăха 2017 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне татса памалла», - тенĕ Иван Моторин.

Фоторепортаж



30 марта 2017
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter