Михаил Игнатьев Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Атăлçи федераци округĕнчи студентсен спорт клубĕсен Ассоциацийĕн чемпионатне торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт комплексĕнче, Атăлçи федераци округĕнчи студентсен спорт клубĕн Ассоциацийĕсем хушшинчи чемпионата, торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Палăртнă меропрятине Сочире иртекен çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX-мĕш фестивалье халалланă.  

Палăртса хăваратпăр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин массăллă спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. «Сывă пурнăç йĕркипе спорта тимлĕх уйăрни – хальхи Раççей общество аталанăвĕшĕн,  чи кирлĕ  те ырă пулăм тет», - наци лидерĕ.  

Чăваш Республикине килсе çитнĕ хăнасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă май,  ăмăртусене спортăн чи лайăх тĕсĕсене кĕртнине палăртнă, кашни студент спортăн çак енĕсемпе аталанса пыма пултарнине асăннă. Вĕсем: мини-футбол, сĕтелçи теннис, волейбол, шахмат тата баскетбол.  «Спорт çынăн кăмăл-туйăмне çирĕплетет. Командăра ĕçлеме пулăшать, çĕнтерӳ патне ăнтăлма май парать.  Çакăн йышши мероприяти пирĕн тăрăхра, Чăваш Енре массăллă спорт хытă аталаннине кура пулса пырать.  Чи ăста та пултаруллă ушкăнсем Раççей чысне хӳтĕлĕç», - тенĕ регион Ертӳçи.  Малашне те Атăлçи федераци округне кĕрекен аслă шкулсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă çыхăнура ĕçлессине шанса каланă.

Раççейри спорт клубĕсен Ассоциацийĕн председателĕн çумĕ Алексей Митенев хăйĕн сăмахĕнче, паянхи пурнăç таппинче ытларах та ытларах яш-кĕрĕм спорта кăмăл тунине асăннă.  Студентсене çак мероприятисем малашне пысăкрах çитĕнӳсем тума пулăшасса шанса каланă.

Хăвăрт утассипе Раççей спорт мастерĕ, ăмăртусен тĕп судйи Елена Грузинова хăй студент пулнă чухне, шăпах та спорта юратса çӳреме пуçланă имĕш, хăвăрт утассипе ăсталăхне туптанă. Паянхи студентсене пысăк çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ, мĕн ĕмĕтленни пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пытăр тенĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров Ассоциаци ăнсăртран мар çак ăмăртусене ирттерме чăваш çĕрне суйласа илнине палăртнă. «Регионта спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн тĕслĕхĕпе спорта çӳреме пурне те пире хавхалантарать, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентет», - тенĕ вăл. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе тĕл пулса калаçнă.  Яш-кĕрĕм республика пирки хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ.  Журналистсемпе калаçнă май, республика Пуçлăхĕ хăй студент пулнă чухне, ытларах волейбол, футбол, мини-футбол вылянине пĕлтернĕ.

Фоторепортаж



31 марта 2017
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter