Вăтам виçе... 115 пин тенкĕ
Чăваш Республикинче коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комиссин юнкун иртнĕ ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăшт маларах федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн Оренбургра йĕркеленĕ ларăвĕнче çĕкленĕ ыйтусенчен пуçларĕ. Унта хăй те хутшăннă та — сăмах мĕн çинчен пынине лайăх пĕлет.
Криминаллă тата вăрттăн экономика ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Бизнес представителĕсем пытарман-мĕн: вĕсен те тĕрлĕ ыйтăва татса памашкăн чиновниксене взятка пама тивет. Хăшĕсем вара налук тӳлес мар тесе вăрттăн ĕçлеме пуçлаççĕ. Ларура патшалăха кӳнĕ сиене шыраса илесси пирки те сăмах пуçарнă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — ку енĕпе Чăваш Ен кăтартăвĕсем аван. Бюджета кӳнĕ сиене саплаштарассин кăтартăвĕ пушшех пысăк.
Республикăри право хуралĕн органĕсем коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас, вĕсенчен сыхланас енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов доклад турĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — пĕлтĕр Чăваш Енре «коррупци» тесе хаклакан 240 преступление тупса палăртнă. Çав шутра 154-шĕ — «йывăррисен» ретĕнчен. 58 преступлени — взяткăпа çыхăннă тĕслĕхсем. Çав шутран пĕринче взятка калăпăшĕ — «уйрăмах пысăк виçелли».
Интереслĕ самант: иртнĕ çул республикăра взяткăсен вăтам виçи 7930 тенкĕпе танлашнă, кăçал çак виçе нумай-нумай хут пысăкланнă — 115000 тенкĕ! Чăн та, çулталăк пуçланнăранпа взяткăпа çыхăннă 4 тĕслĕхе кăна тăрă шыв çине кăларнă-ха, анчах вĕсенчен пĕринче сăмах уйрăмах пысăк виçе пирки пырать те — çакă хайхи «вăтам виçене» ӳстерсе янă. Кăçал коррупципе çыхăннă 47 преступление шута илнĕ.
Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Александр Мигушов хăй ертсе пыракан ведомство следователĕсем тĕпченĕ, чылай калаçтарнă тĕслĕхсене асăнчĕ. Çавнашкаллисен шутĕнче — Экономика аталанăвĕн министерствинче ĕçленĕ Губина, пушар хуралĕн лабораторийĕн пуçлăхĕ Михайлов, ĕçлев министрĕн заместителĕ Викторов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсем. «Вĕсем пурте пĕр хут кăна мар взятка илнĕшĕн суд умне тăнă», — терĕ Александр Петрович. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен пилĕк пуçлăхне айăпланă — вĕсем çĕр лаптăкĕсемпе, вĕсем çинче вырнаçнă объектсемпе ултавлă ĕçсем тунă.
Вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Юрий Васильев влаç тытăмĕсенче, муниципалитетсенче коррупцирен сыхланас енĕпе пурнăçлакан ĕçе пĕтĕмлетрĕ. Ĕнерхи чиновниксене влаç органĕсенчен кайнă хыççăн та икĕ çул куçран вĕçертмеççĕ. Тĕрĕслев интереслĕ саманта уçăмлатнă: патшалăх служащийĕсен 25% влаç коридорĕсенчен пăрахса кайнă хыççăн маларах хăйсем сăнаса-тĕрĕслесе тăнă учреждени-организацие ĕçе вырнаçать иккен. Çакă ăнсăртлăх мар вĕт.
Юрий Егорович темиçе районта интерессен хирĕçтăрăвĕнчен сыхланман тĕслĕхсем пулнине асăнчĕ. Е тата — муниципалитет служащийĕ хушма ĕçре вăй хуни. Калăпăр, райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ çав вăхăтрах хăйĕн ведомствин шутланакан учрежденире те ĕçленĕ. Тепĕр çĕрте культура пайĕн пуçлăхĕ районăн культура çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Сĕнтĕрвăрринче вара администраци специалисчĕ çурт-йĕр йышăнакан комиссие ертсе пынă май хăйĕн амăшĕн хваттерне йышăннине çирĕплетекен акта алă пуснă. Сăмах май, ларăва Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн пуçлăхне Анатолий Мясникова та чĕннĕ — вăл çав специалист текех администрацире ĕçлеменнине çирĕплетрĕ.
Саккуна уяманни чылай чухне чиновниксем унăн требованийĕсене пĕлменнинчен килет. Анчах ку, паллах, саккун çине алă сулмалли сăлтав мар.
Николай КОНОВАЛОВ