Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин регионти министерствăсен ертӳçисемпе тата федерацин Чăваш Енри уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин регионти министерствăсен ертӳçисемпе тата федерацин Чăваш Енри уйрăмĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – Чăваш Республикин патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсемпе тухăçлă пĕлсе усă курасси.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче, 2016-мĕш çулта регионăн пĕрлештернĕ бюджетне патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнинчен пĕтĕмпе 2,306 млрд укçа-тенкĕ кĕнине пĕлтернĕ. Кăтартăва пĕлтĕрхипе илес пулсан 9 процент пысăкрах пулни сисĕнет.

Палăртса хăварас пулать, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет тата патшалăх пурлăхĕсемпе усă курас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрни куçкĕретех. Çĕр ыйтăвĕ те кун йĕркинчех пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Предприятисемпе организацисен аренда шучĕпе илнĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăм та кулленех пĕчĕкленсе пырать.  Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртсан, вĕсене те вăхăтра та явап тыттарас ĕç кирлĕ пек шайра пурнăçланать.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, юлашки çулсенче регионта патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсене пĕрлĕхлĕ базăна кĕртсе вырнаçтарнине, вĕсемпе епле усă курнине те электронлă майпа çирĕп тĕрĕслесе пынине каланă. Пĕлтĕрхи çул патшалăх пурлăхĕ шутланакан объектсене 98 процента çити реестра кĕртнĕ, муниципалитет пурлăхне 76 процента çити вырнаçтарнă. Никамăн та шутланман пурлăхсене учета илес ĕç те хĕрӳ пырать, активлă ĕçлесе кăтартăва 83 процента çитернĕ (2013 çулта пĕтĕмпе те 25 процент çеç шута илнĕ пулнă).

Пĕлтĕр республикăн пĕрлештернĕ хыснине пурлăхсенчен пĕтĕмпе 1 млрд тенкĕ ытла пуçтарăннă. Пур-пĕрех пурлăхсемшĕн, çĕрсемпе  аренда шучĕпе усă курнăшăн парăмсем чылай пуçтарăнса кайни пăшăрхантарать. Кăçалхи çул çулталăк пуçламăшĕ тĕлне парăм 351,5 млн çитнĕ.  Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене асăннă ыйтăва çивĕчрех тĕрĕслесе тăма хушнă, парăмсене вăхăтра саплаштарма каланă.



06 марта 2017
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter