Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Деловая Россия» организацийĕн президенчĕпе, РФ Общество палатинче инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен комисийĕн председателĕпе Алексей Репикпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


«Чăваш Енре ĕç климачĕ кăна мар, унпа пĕрлех сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ пайĕ те лайăх аталанса пырать, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ «Деловая Россия» организацийĕн президенчĕ, РФ Общество палатинче инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ, «Р-Фарм» компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ Алексей Репик.  

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çӳлерех асăннă ертӳçĕпе Алексей Репикпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче вĕсем пĕтĕм Раççейри паллă организаципе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине сӳтсе явнă, влаç тата бизнес пĕрлешӳсем хушшинчи ыйтусене тишкернĕ. Пĕлтĕр Японире Раççей делегацийĕ ĕçлĕ визитпа пулнă, ун чухне, шăпах та Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси пирки калаçса татăлнă пулнă.

Алексей Репик Раççейпе Япони хушшинчи анлă çыхăнăва сарма, ăна валли комплекслă ĕç планне йышăннине каланă.  Вĕсене пурнăçа кĕртме çитес вăхăтрах пуçлассине пĕлтернĕ. Калăпăр, кăçал ака уйăхĕнче Раççей делегацийĕ Японине ĕçлĕ визитпа кайĕ.

 Япони делегацийĕ Санкт-Петербургра иртекен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумне хутшăнма кăмăл тунă.  Алексей Репик Чăваш Республикине тĕрлĕ ыйтусем хатĕрлеме сĕннĕ.  Организацисемпе предприятисене Япони бизнесменĕсен инвестициллĕ проекчĕсене хăйсен территорийĕсенче пурнăçа кĕртме чĕнсе каланă.  Çитес вăхăтра Раççейре çĕр завод хута яма тĕллев лартаççĕ.

Аса илтеретпĕр, Раççей делегаци йышне «Деловая Россия» президенчĕ Алексей Репик сĕнĕвне шута илсе, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева кĕртнĕ. Асăннă делегацине РФ Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Японире иртнĕ мероприятинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Ренова» Компани Группа хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнине асăннă. Чăваш Республикинче теплицăсем хута ярасси пирки килĕшĕве çирĕплетнине ырă хыпара каланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Деловая Россия» пĕтĕм Раççейри обществăлла организаципе тачă çыхăнса ĕçлеме яланах хатĕр пулнине, регионта кулленех ĕç климатне лайăхлатса пырассипе ĕçсем кал-кал пынине пĕлтернĕ.  Палăртма кăмăллă, республикăра ют çĕршывсенчен компанисем анлăн ĕçлеççĕ. Регионта промышленноçа аталанса пыма, инвестицине ӳстерме май паракан ятарлă фонд йĕркеленĕ. Чи паха та вăйлă проектсене пурнăçа кĕртме 1,5 млрд тăкаклама пăхса хăварнă.

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республикипе «Деловая Россия» организаци тахçантанпах тачă çыхăнса, пĕрне-пĕри пулăшса ĕçлет.  Алексей Репик Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕхĕ пысăк тесе хаклать. Регион Ертӳçи республикăра ĕç климатне лайăхлатассипе анлăн ĕçленине калать. «Чăваш Республикинчи ĕç климатне лайăхлатас тесе, вăл йĕркеленĕ регионти ушкăн, пĕрле тăрăшса ĕçлет. Бизнеса аталантарни – приоритет пулнине те лайăх чухлать республика Пуçлăхĕ. Çитĕнӳсем те çук мар. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăннипех те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх», - тенĕ вăл. 

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, çапла каланă:  «Пурнăç пахалăхĕ» тата «инвестици климачĕ» текен ăнлавсем пĕр-пек килни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Пирĕн лайăх ăнланмалла, пысăк çитĕнӳ вăл технологинчен анчах мар, çынсен вăй-хăватĕнчен, ăс-тăнĕнчен, пысăк тавра-курăмлăхĕнчен те нумай килет. Регионта инвестици климачĕ лайăххине халăхăн пурнăç шайĕ пысăк пулни те çирĕплетсе парать.  Шăпах та, çаксем Чăваш Республикинче пĕтĕмпех куç умĕнче, çынсем лайăх пурăнаççĕ, пурнăç çителĕклĕ», - тенĕ «Деловая Россия» организацийĕн президенчĕ, РФ Общество палатинче инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ, «Р-Фарм» компанийĕн директорсен канашĕн председателĕ Алексей Репик.

Фоторепортаж



06 марта 2017
16:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter