Муркаш районĕнче патшалăх влаç органĕсемпе Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче спартакиада иртнĕ
Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Муркаш районĕнче патшалăх влаç органĕсемпе Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче спартакиада иртнĕ, Кăçал вăл XVI –мĕш хут пулнă. Ăмăртусенче пурĕ 51 команда хутшăннă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев спартакиадăна хутшăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе саламланă, спортра çитĕнӳсем тума сĕннĕ. «Çак спорт уявне тахçантанпах пурте кĕтнĕ. Пĕр-пĕринпе курса калаçма, спортри çитĕнӳсем пирки сӳтсе явма, чи вăйлисене тупса палăртма меллĕ. Сывлăха çирĕплетме те аван», - тенĕ Юрий Васильев. Сăмаха май, Муркаш районĕнче çак пысăк спорт уявне ирттерме ăнсăртран мар палăртнине каласа хăварнă. Юлашки çулсенче муниципалитет йĕлтĕрпе ярăнма пурĕ пиллĕк трасса хатĕрленĕ, вĕсене пĕтĕмпех çутăпа тивĕçтернĕ. Республикăри ытти муниципалитетсемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнисене çакăн пекех мероприятире Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, муниципалитет ертӳлĕхĕ саламланă.
Старта пуçличчен, чи малтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев пĕлтĕрхи çул спартакиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх мала тухнисене кубоксем парса чысланă. Пĕтĕмлетӳсем тăрăх, малти вырăна пĕлтĕр спартакиадăра Чăваш Республикин Администрацийĕн команди тухнă, иккĕмĕшне Спорт министерстви, 3-мĕшне – Ял хуçалăх министерстви илме тивĕçлĕ пулнă.
Регионти федераци органĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Чăваш Енри Шали ĕçсен министерстви (ШĔМ) мала тухнă, иккĕмĕшне – налук служби, 3-мĕшне – пенси фончĕ тивĕçнĕ. Республикăри районсемпе хуласем хушшинче Шупашкар хула администрацийĕн команди мала тухнă, Шупашкар районĕ иккĕмĕш вырăна, Канаш районĕ виççĕмĕшне тивĕçнĕ.
Кăçал ăмăртусенче арçынсем 2,5 çухрăм, хĕрарăмсем 1,5 çухрăм чупнă.
Пĕтĕмлетӳсем тăрăх, çакă паллă, ăмăртусенче малти вырăна кăçал йĕлтĕрпе чупассипе Ял хуçалăх министерствин команди мала тухнă, иккĕмĕшне – Гостехнадзор команди тивĕçнĕ, виççĕмĕшне – Юстици министерстви, тăваттăмĕшне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци команди тухнă.
Чăваш Енри федераци органĕсем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче малти вырăна Чăваш Енри Шали ĕçсен министерстви (ШĔМ) команди тухнă. Чăваш Енри МЧС ушкăнĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, Чăваш Енри УФСИН команди виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Регионти муниципалитетсем хушшинче Хĕрлĕ чутай районне çитекенни пулман, иккĕмĕш хисеплĕ вырăна шăмăршăсем тивĕçнĕ, Йĕпреç районĕ виççĕмĕш вырăна тухнă.