Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин айăплав пурнăçлав службин Чăваш Республикинчи управлени ертӳçипе Александр Роботапа тĕл пулнă

 


Ку хутĕнче УФСИНăн производство потенциалне ӳстересси пирки тĕплĕ калаçу пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Сочире нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейри инвестици форумĕнче «БТК ГРУПП» тата Чăваш Республикин Правительстви хушшинчи тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшĕве алă пусса çирĕплетнине палăртнă. Ĕç хучĕпе килĕшӳллĕн, малашлăхра 2017 çулта тĕрлĕ закассене йĕркелесе Хĕç-пăшаллă вăйсенче ĕçлекенсене кĕпе-тумтирсемпе тивĕçтерме ирĕк панине асăннă.  Раççей УФСИН Чăваш Енри уйрăмĕн производство калăпăшне  тата таварсен ассортиментне ӳстерме пулăшать. «Килĕшнĕ хыççăн, Раççейри чи пысăк предприятирен хушма закассем илсе, тĕрлĕ таварсем илĕпĕр. Вĕсен пахалăхĕпе хакĕ пурне те тивĕçтерет», - тенĕ вăл.  

Федерацин айăплав пурнăçлав службин Чăваш Республикинчи  управлени ертӳçи Александр Робота хăйĕн сăмахĕнче,  калăпланса тухакан таварсене республикăри учрежденисене салатма витĕм кӳнĕшĕн регион Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем каланă.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн Полномочиллĕ представителĕпе пĕрле «БТК ГРУПП» генеральнăй директорĕпе Георгий Драчевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ пулнă. Ун чухне шăпах та регионти çăмăл промышленноç пайĕн таварĕсем çинчен презентаци йĕркеленĕ пулнă.  Республикăри пысăк предприятийĕсем шутĕнче: «Элита» АХО, «Швейная фабрика «ПИКЕ» ТМЯО, «Лента» АО, «Яхтинг» ТМЯО тата Федерацин айăплав пурнăçлав службин Чăваш Республикинчи промышленноç потенциалĕ.

Палăртса хăваратпăр, Раççей УФСИН Чăваш Енри учрежденийĕ 2016 çулта таварсене пĕтĕмĕшле 740 миллион тенкĕлĕх калăпланă.  Таварсен йышĕ тĕрлĕ тĕслĕ, кулленех çĕнелсе пырать.  Пурĕ вĕсем 1866 çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Фоторепортаж

 



07 марта 2017
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter