Канаш районê "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" регионсем хушшинчи тата районсенче иртекен конкурса хутшãнчê

 


Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" регионсем хушшинчи конкурсăн районсенче иртекен тапхăрĕ хĕрсе пырать.

            Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Канаш районêнче Бихших культура çурчêнче иртнĕ уяв пурне те хăйĕн анлăшĕпе, пуянлăхĕпе савăнтарчĕ. Ку районти культура êçченêсем ĕçе яланах тĕплĕ тăваканскерсем, ку хутĕнче те конгресс хастарĕсене хăйсен пултарулăхне, тăрăшуллăхне чăннипех кăтартса пачĕç. Ĕçе районти фольклор ушкăнĕсене явăçтарма пĕлни, халăха тăван культурăпа кăсăкланма хăнăхтарни куçкĕрет кунта.

            Канаш районĕнчи пур ялсенчен те тенĕ пек авалхи, асатте-асаннесен арчисенчи чăваш çи-пуçне тупса пуçтарма май килнĕ.  Хĕрарăмсемпе арçынсен авалхи пир кĕписем, сурпансем, хуçалăхра усă курнă савăт-сапа тата ытти япаласем фойери курава вырнаçнă. Уйрãмах куравра  ĕлĕкхи хушпусем тата хальхи вãхãтра ãсталанã  хушпусемпе  тухъясем  савãнтарчêç. Экспонатсене ялсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсем авалхи юрăсем юрласа пуянлатрĕç, куракансене тĕлĕнтерчĕç.

            Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем – жюри пайташĕсем  Чãваш республикин  тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чãваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн    доценчĕ, халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçиЗинаида Ивановна Воронова тата Чãваш наци конгресêн культура комитечêн членê, Чваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн    кафедра  ертÿçи  Васильева Раиса Михайловна Шупашкар хулинчен килсе  çитрêç. Вêсем куравпа паллашрĕç. уяв çав тери кăсăклă пулнине палãртрêç

            Ял тăрăхĕсенчен çитнĕ хастарсем хăйсем илсе килнĕ авалхи чăваш çи-пуçĕн историйĕ çинчен каласа пачĕç, кашни хутшăнаканăн сăмахне фольклор ушкăнĕсем халăх юррисемпе илемлетрĕç.

            Уяв программине   Çеçпěл ял тăрăхĕнчен  килсе çитнĕ «Шěкěр» фольклор ушкăнĕ (илемлěх ертÿçи Нина Владимирова),  Кошнаруй культура çурчĕ çумĕнчи «Хěлхем» ушкăн (ертýçи Чãваш Республикин культура тава твêçлê êçченê Александр Никоноров), Татмãшри культура çурчĕ çумĕнчи «Татмăш ен» ушкăн (илемлěх ертÿçи Виталий Дмитриев), Хирти  Катек ялěнчи «Шевле» халăх фольклор ушкăнê (илемлěх ертÿçи Людмила Маскина)  илем кÿчê.

            Конкурса пурê 16 ãмãртакан хутшãнчê:

1. Никитина Татьяна Витальевна (Малти Тукай ялě);

2. Филиппова Татьяна Сергеевна, 8 мěш классра вěренекен  (Шуркасси ялě);

4. Константинова Людмила Николаевна (Ямаш ялě);

5. Алексеева Елена Леонидовна (Вăрман Енĕш ялě);

6. Якимова Ирина Валерьевна (Ямаш ялě);

7. Сергеева Надежда Петровна, чăваш чěлхипе литература вěрентерекенê (Çěнě Шелтем

ялě);

8. Васильева Ольга Егоровна (Карăклă ялě);

9. Маскина Людмила Петровна (Хирти Катек ялě);

10. Игнатьева  Людмила Витальевна (Кайри  Aнтавãш ялê);

11. Егорова Ксения Юрьевна (Уçăрма ялě);.

12. Васильева Людмила Вениаминовна (Матьшу ялĕ);

13. Митрофанова Ирина Михайловна (Āвăспÿрт Кибеч ялĕ);

14. Волкова Роза Михайловна (Энтри ял ялĕ);

15. Николаева Эльвира Александровна, 10 мĕш классра вĕренекен (Ухман ялĕ);

16.Кузьмина Любовь Сергеевна (Мãкãр ялê) .                                  

            ЧНК жюри пайташĕ, çак конкурса пуçараканĕ Зинаида Воронова  Канашсене уява пуян та кăсăклă йĕркеленĕшĕн чунтан тав турĕ. Жюри баллсене шутласан, пиллĕк номинациллĕ конкурсра  уйрãмахах  Никитина Татьяна Витальевна, Константинова Людмила Николаевна, Сергеева Надежда Петровна, Васильева Людмила Вениаминовна,  Волкова Роза Михайловна, Кузьмина Любовь Сергеевна, Игнатьева  Людмила Витальевна палãрчêç.

            Уяв вêçêнче культура çурчĕн концерт залĕ витĕр сцена çине вăйă карти туса чăваш тумне тăхăннă фольклор ушкăнĕсем хăпарчĕç. Сцена çинче пĕр картана тăрса çаврăнса илемлĕ чăваш халăх юррине шăрантарчĕç вĕсем. Чăн та, питĕ илемлĕ, чуна тыткăнламалли ÿкерчĕк…

            Шупашкар хãнисем уяв сценарине ãнãçлã хатêрлесе тата   ертсе пыракнсене Зоя Семеновна Николаевãна  тата Любовь Спиридоновна Никифировãна  тав сãмахê каларêç. Çак уяв  программипе  Канашсем,  16 ãмãртаканê те   Шупашкара, регионсем хушшинче иртекен ăмăртăва кайма   тивêçрêç тесе палãртрêç.

            Районти Муниципаллă бюджетлă учрежденийěн «Пěрлештернě  клубсен системин», Канаш районěн хěрарăмсен совечěн ертÿçи – Микушина Ольга Сергеевна пурне те уяв ãнãçлã  иртнишêн тав сãмахê каларê тата  çывхаракан уяв ячêпе саламларê.

Çакнашкал уявсем Канаш ен çêрê çинче малашне те пулсах тãччêр. Маттур, Канашсем!

 Фоторепортаж



07 марта 2017
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter