«Чăваш Республики – пĕр тикĕс лайăх аталанса пырать. Инвестици енчен илĕртӳллĕ регион», - тенĕ ВТБ банк правленийĕн президент-председателĕ Андрей Костин

 


«Чăваш Республики – пĕр тикĕс лайăх аталанса пырать. Инвестици енчен илĕртӳллĕ регион», - тенĕ ВТБ банк правленийĕн президент-председателĕ Андрей Костин, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче ирттернĕ тĕлпулу вăхăтĕнче.   Ертӳçĕсем калаçу вăхăтĕнче республика тата банк аталанăвĕн çул-йĕрĕсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

 ВТБ тата Чăваш Ен хушшинче тахçантанпах ĕçлĕ çыхăну йĕркеленнĕ.  Чăваш Республикинче банк 2000-мĕш çултанпах хăйĕн тытăмне аталантарса пырать. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ВТБ витĕмлĕхĕпе Чăваш Республикинче Çĕнĕ хула микрорайонăн строительство ĕçĕ вăй илме тытăннине пĕлтернĕ. 2015-мĕш çулта çу уйăхĕнче регионта  ВТБ 24 банкăн сервис центрĕ хута кайнă. Çакăн йышши объектсем çĕршывĕпе те иккĕ кăна.  Вĕсенчен пĕри – Мускавра тата тепри – Барнаулта. Проекта пурнăçа кĕртме пурĕ миллиард çурă укçа тăкакланă.  Чăваш Енри ВТБ организацире пурĕ пин çурă халăх вăй хурать, вĕсенчен 49-шĕ тĕп ВТБ банк центрĕнчен пирĕн тăрăха ĕçлеме килнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ВТБ банк тухăçлă ĕçленĕшĕн Андрей Костина ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Шупашкарта, пĕр сăмахпа каласан республикăра пурăнакансемшĕн уйрăмах çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сервис центрĕ налуксене туллин куçарса пырать. Çынсем валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленнĕ. Банк тытăмĕ паянхи пурнăç таппипе тӳр килни никамшăн та вăрттăнлăх мар, условисем çĕнелсе пыраççĕ, предприятисемпе организацисене вĕсемпе ĕçлеме те меллĕ», - тенĕ вăл.

ВТБ банк правленийĕн президент-председателĕ Андрей Костин регион пĕр шай лайăх аталаннине, инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртӳллĕ республика пулнине, бизнеса вăй илме меллĕ тесе хакланă.

Ку хутĕнче ертӳçĕсем инфратытăма аталантарма йышăннă проектсене пурнăçа кĕртес пирки те сăмахланă. Объектсене хута яма ВТБ витĕмлĕхĕ пулсан аван пулĕччĕ тенĕ. Калăпăр, паянхи куна республикăра шкулсем хута ярас ĕç актуаллă. Чăваш Енĕн тĕп хулинче ачасем иккĕмĕш сменăпа вĕренни пăшăрхантарать.  Андрей Костин объектсен строительство ĕçне организаци хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтернĕ.  «Социаллă инфратытăмра эпир сахал ĕçленĕ. Шăпах та пирĕншĕн шкулсем çĕклесе лартасси паха опыт вырăнне пулса юлĕ.  Чăваш Енри ырă тĕслĕхе ытти çĕрте усă курма тĕллев лартăпăр.  Регионта питех те хăтлă, условисем лайăх, пысăк тавракурăмлă Ертӳçĕ», - тенĕ ВТБ банк правленийĕн президент-председателĕ.

Палăртса хăвармалла, асăннă банк республикăри малта пыракан предприятисемпе тата организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Электротехника, çул-йĕр, промышленноçпа суту-илӳ пайĕсем вĕсемпе кулленех ĕçлени куçкĕретех.   Малашне те ВТБ банк Чăваш Ен Правительствипе тата вырăнти бизнеспа тачă çыхăнса ĕçлеме шантарать. 2017 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ВТБ банкăн Чăваш Енри кредитсен портфелĕ 6,9 млрд танлашнă, кăтарту икĕ хут ытти чухнехинчен ӳснĕ. 2016 çулта республикăри предприятисемпе организацисене пурĕ 10,7 млрд тенкĕ кредит парса тивĕçтернĕ.



07 марта 2017
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter