Чăваш Республикин Пуҫлӑхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çуркуннехи пирвайхи çак уявра эпир сире тав туса тата сирĕнпе  хавхаланса ырă сăмахсем калатпăр, юратнине, хисепленине палăртатпăр.

Çут çанталăк сире илĕртӳлĕх, илем, пысăк ăс-хакăл парнеленĕ. Шăпах сирĕнте хамăрăн хавхаланупа вăй-хăват çăлкуçне тупатпăр.

Эсир ачăрсене пурнăç парнелетĕр,  вĕсене çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсем пулса çитĕнме воспитани паратăр, çывăх çыннăрсене юратупа, тимлĕхпе ăшăтатăр, çемье вучахĕ сирĕн черченкĕ хулпуççисем çинче тытăнса тăрать.

Сирĕн ăс-хакăл, яваплăх пире умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Кирек ăçта ĕçлесен те эсир кашни ĕçе хăвăрăн чун ăшшине хыватăр, сирĕн пархатарлă хăватăр обществăри тăнăçлăха упрама пулăшать.

Хаклă хĕрарăмсем! Сире тăван республикăшăн тăвакан мĕнпур ĕçшĕн чунтан тав тăватăп.

Çуркуннехи çак уяв кунĕнче сире сывлăх, телей, ытлă-çитлĕ пурнăç тата ырлăх сунатăп. Сирĕн пурнăçăрта юратупа илем ытларах пулччăр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                      М.Игнатьев

 

 



08 марта 2017
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter