Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе ĕçлекен патшалăх корпорацийĕн фончĕн правленийĕн председателĕпе - генеральнăй директорĕпе Константин Цицинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлассипе ĕçлекен патшалăх корпорацийĕн фончĕн правленийĕн председателĕпе - генеральнăй директорĕпе Константин Цицинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене куçарассипе йышăннă программăри ыйтусене сӳтсе явас ĕçе çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă. Чăваш Енри халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатас ыйтупа патшалăх корпорацийĕ регионпа тачă çыхăну тытса ĕçленине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 2008-мĕш çултан пуçласа фонд республикăра пурăнакансен çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пĕтĕмпе 10 млрд тенкĕ куçарса панă.  «Регионти хăш-пĕр муниципалитетсенче программăна тулин пурнăçласа та ĕлкĕрнĕ. Çав вăхăтрах Çĕмĕрлере тата Шупашкарта ыйтăва туллин татса паманни сисĕнет. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне программăна вĕçне- хĕрне çитерме тĕллев лартнă. Ку енĕпе никамăн та иккĕленӳ пулмалла мар», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, паян Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Патшалăх канашĕн членĕ пулнă май,    ĕç ушкăнĕн пĕрремĕш ларăвне ирттерет, РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççейĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне мониторинг йĕркелессипе ĕçлекен Комиссийĕн ларăвĕн ĕçне те хутшăнать. Вĕсем ларура РФ Президенчĕн  хушăвĕсене пурнăçа епле кĕртсе пыни пирки те тĕплĕн сӳтсе явĕç, авариллĕ çурт-йĕрсен фончĕн ыйтăвĕсене те тишкерсе тухĕç. 

Фоторепортаж



09 марта 2017
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter