Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти чи ăста ĕçлекенсене, çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă

 


 Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти чи ăста ĕçлекенсене, çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.  Чаплă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Владимир Викторов, Чăваш Республикин Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков хутшăннă.

 Савăнăçлă мероприятине хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламланă, хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. «Кашни çынăн пурнăçĕнче савăнăçлă пулăм çуркуннехи пĕрремĕш уявра - Хĕрарăмсен кунĕнче  пулса иртет. Сирĕншĕн, шăпах та çак кĕтнĕ кун çитрĕ», - тесе каланă уява пухăннисене регион Пуçлăхĕ. Сăмаха май, хĕрарăмсемсĕр пурнăçра пĕр пулăм та пулса иртменнине асăннă. «Сирĕнпе пĕрле республикăн экономикине аталантарса пыратпăр. Вĕрентӳпе наукăна вăй илтеретпĕр, Сывлăх сыхлавне, культурăна, спорта çирĕплететпĕр. Эсир яланах социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçре пысăк витĕм кӳретĕр. Сирĕнтен кашни ĕçпе мухтава тивĕçнĕ. Тавах сире», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Професси ĕçне пысăка хурса хакланăшăн, уява пухăннисем республика Ертӳçине чĕререн тухакан пысăк тав сăмахĕсем каланă. «Чăваш Республики умĕнче хисепе тивĕçни, орден медале илни – потребкооперацийĕн çитĕнĕвĕ. Чăваш Республикин  потребкооперацийĕ Раççейре малти вырăнта тăни те çакнах çирĕплетет», - тенĕ регионти Правлениĕн председателĕ Людмила Абрамова. Чăваш Республикинчи Наци вулавăшĕнче ĕçлекен Роза Степанова Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ  ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Вăл Михаил Игнатьева культура пайне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн ырласа тав тунă.

Фоторепортаж



09 марта 2017
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter